24 февраля 2014 г.
2014 çулта казаксен культурипе ăс-хакăлĕнчен, шухăш-кăмăлĕнчен юлнă пуянлăха сыхласа хăварас тĕллевпе Раççей муниципаллă академийĕ, Раççей çыравçисен Союзĕ, "Эпир – Раççей çыннисем" ("Мы – Россияне") информаципе аналитика тата "Казаксем" журналсем "Казаксене хута кĕрсе сăмах калар" ятпа литература конкурсĕ ирттереççĕ. Конкурсантсем "Манăн пĕчĕк Çĕр-шывăм" статья (фоторепортаж) çырма тата "Чаплан, казак йăхĕ!" ÿкерчĕк тума пултараççĕ.
Конкурссем кăçалхи февралĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 1-мĕшĕччен пырĕç. Финала 2014 çулхи ноябрь уйăхĕнче ирттерме планлаççĕ. Çĕнтерÿçĕсене Мускавра чыслĕç.
Информаципе тĕплĕнрех академин www.ros-ma.ru тата журналсен www.m-rossiyane, www.kazaki-edinstvo.ru сайчĕсенче паллашма пулать.
А.АЛЕКСЕЕВА.