24 февраля 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăçалхи февралĕн 18-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕн Правительствин 2014 çулхи январĕн 9-мĕшĕнче "Уйрăм категорири çынсен хăйсен должность тăрăмне е служба (должность) тивĕçĕсене пурнăçланă май парне илни, парнене тавăрса пани тата унăн хакне палăртни, сутни (тÿлесе илни) тата ăна сутса тунă укçа-тенке куçарса пани пирки пĕлтермелли йĕрке çинчен" кăларнă 10-мĕш йышăнăвне пурнăçламалли мерăсем çинчен" 22-мĕш номерлĕ Указа алă пуснă.
Асăннă Указ Чăваш Республикин ĕç тăвакан власть органĕсен кашни ертÿçине РФ Правительствин 2014 çулхи январĕн 9-мĕшĕнчи 10-мĕш йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ Типлă положение тĕпе хурса тата Чăваш Республикин ĕç тăвакан власть органĕсен ĕç-хĕл уйрăмлăхĕсене шута илсе уйрăм категорири должность тăрăмне е служба тивĕçĕсене пурнăçланă май парне илни, парнене тавăрса пани тата унăн хакне палăртни, сутни (тÿлесе илни) тата ăна сутса тунă укçа-тенке куçарса пани пирки пĕлтермелли йĕркесене çирĕплетессине пĕр уйăхра тивĕçтерме хистет.
Чăваш Республикин патшалăхăн ытти органĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисене тивĕçлĕ йĕркесене çирĕплетме сĕннĕ.
Указа Чăваш Енре коррупципе кĕрешес ĕçе патшалăх йĕркелесе пырассине малалла лайăхлатас тĕллевпе йышăннă.
Н.ИВАНОВА.