24 февраля 2014 г.
Раççей УФМС-ĕн Чăваш Республикинчи Етĕрнери районсем хушшинчи пайĕн Хĕрлĕ Чутайри территори пункчĕ Раççей Федерацийĕн гражданĕсене хăйсен ирĕкĕпе патшалăх дактилоскопи регистрацине тума сĕнет.
Дактилоскопи – çын пÿрни вĕçĕнчи йĕр ÿкерчĕкĕ тăрăх ăна палласа илмелли меслет. Дактилоскопи регистрацине тăвас процедура çын сывлăхĕшĕн хăрушă мар, ăна граждансен Конституципе çирĕплетнĕ мĕн пур ирĕкĕсемпе прависене пăхăнса пурнăçлаççĕ.
Хальхи условисенче дактилоскопи регистрацийĕ çак процедура витĕр тухнă кашни çынна документсене юрăхсăра кăларсан е тĕрлĕ инкек-синкек (пушар, террор акчĕ, çĕр чĕтревĕ, шыв илни, авиаципе чукун çул синкерĕ) пулас-тăк ăна палласа илме шантарать. Ăс-тăн çухатăвĕпе аптракансемшĕн çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Енчен те çын хăйĕн пирки сведенисем пĕлтереймест пулсан дактилоскопи унăн тăванĕсене хăйсен çухалнă çемье членне тупма пулăшĕ.
Патшалăх дактилоскопи регистрацине харпăр хăй ирĕкĕпе тутарасси çĕр-шывра "Раççей Федерацийĕнче патшалăх дактилоскопи регистрацийĕ çинчен" 128-мĕш федераллă саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçланать. Çак процедура вăхăтĕнче илнĕ пур сведени те вăрттăн шутланать, вĕсемпе усă курассине саккунпа пăхса хунă.
Гражданинăн дактилоскопи регистрацийĕ витĕр тухас тесен УФМС сотрудникĕсене çак документсене тăратмалла: çирĕплетнĕ йĕркепе заявлени, паспорт; 14 çул тултарманнисен – çуралнине ĕнентерекен свидетельство.
Раççей УФМС-ĕн Хĕрлĕ Чутайри территори пункчĕ граждансене ытлари кунран пуçласа шăмат кунччен 9-15 сехетсенче йышăнать. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8 (83551) 2-11-92.
М.АЛЬГЕШКИНА, Раççей УФМС-ĕн Хĕрлĕ Чутайри территори пункчĕн начальникĕ.