24 февраля 2014 г.
Кашни кĕçнерни кун 10 сехетрен пуçласа 12 сехетчен районти полици уйрăмĕнче Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Çĕмĕрлери пайĕн начальникĕ Владимир Галкин районта пурăнакансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнать.
Февралĕн 20-мĕшĕнче те Владимир Лаврентьевич граждансене йышăнчĕ, çав хушăрах пирĕнпе те калаçма вăхăт тупрĕ.
– Паянхи куна районта, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, çулсем çинче инкексем пуласси чакнă, çапах та пăтăрмахсем пулаççех. Акă, февралĕн 3-мĕшĕнче çĕрле "Уют" кафе патĕнче Етĕрнере пурăнакан водитель Сĕнтĕкçырми арçынни çине кĕрсе кайнă. Ку инкек çуран утакан айăпĕпе пулнă, вăл çул урлă палăртнă вырăнтан каçман.
Февралĕн 12-мĕшĕнче вара Туктамăш ялĕнче каçхи çичĕ сехет хыççăн хĕрарăм-водитель çуран утакан çине кĕрсе кайнă, унăн сывлăхне пысăк сиен кÿнĕ – урине хуçнă, – пĕлтерчĕ Владимир Галкин.
Район центрĕнче çине-çинех çул йĕр правилисен паллисем улшăнса тăнине (тĕслĕхрен, почта çурчĕ патĕнчен автовокзал еннелле каякан çулпа халĕ икĕ еннелле те çÿреме юрать, автозаправка патĕнче те улшăнусем пур) вăл çапла ăнлантарчĕ: çак паллăсене улăштарас ыйтăва çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн ятарлă комиссийĕ пăхса тухса йышăну тăвать. Çул-йĕр правилисен паллисене патшалăх стандарчĕсемпе тата ятарлă планпа килĕшÿллĕн аварисем тăтăшах пуласран вырнаçтараççĕ.
Çавăн пекех Владимир Лаврентьевич водительсене административлă штрафсене вăхăтра тÿлемеллине аса илтерчĕ. РФ КОАП-пе килĕшÿллĕн вăхăтра тÿлемен штрафсем икĕ хут ÿсеççĕ тата çакăншăн 15 талăка яхăн ирĕксĕр хăварма е обществăлла ĕçсенче 50 сехете яхăн ĕçлеттерме пултараççĕ.
А.ТИМОФЕЕВА.