24 февраля 2014 г.
Хĕрлĕ Чутайра çуралса ÿснĕ Павел Валерьевич Кораков хăйĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарнă районти хастар çамрăксенчен пĕри. Вунă çул ытла ĕнтĕ вăл контракт мелĕпе çар тивĕçне пурнăçлать.
– Çар пурнăçĕ килĕшнĕрен контрактпа çара кайрăм. Çар йĕркене, дисциплинăна вĕрентет. Ÿт-пÿ вăйĕ те яланах тивĕçлĕ шайра. Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен çапла пулмалла та, – тет Павел Валерьевич.
Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан Павел 2001 çулта вĕренсе тухнă. Çав çулхинех кĕрхи призывпа çар ретне тăнă. Çарпа тинĕс флотне лекнĕ Чутай каччи малтанах çар связисчĕн специальноçне хăнăхнă. Ун хыççăн вăл Балти Флочĕн "Хастар эскадра миноносецĕ" пысăк çар карапĕ çинче службăра тăнă, тăтăшах тинĕсе тухса çар вĕренĕвĕсене хутшăннă. Икĕ çултан Павел Кораков тăван яла таврăннă.
Яшлăх вăхăчĕпе çулталăк киленсе пурăннă каччăна малашлăх шухăшлаттарнă. «Хамăр пурнăç – хамăр алăра» текен каларăша яш лайăх астунă пулас. Кăмăла ирĕке, кĕпене йÿле ярса çÿренипе пурнăç пулмасть тесе шухăшланă ахăр е ашшĕ-амăшĕпе мамаккăшĕ вĕрентсе каланине хăлхине чикнĕ. Кĕçех вăл 2003 çулта контракт мелĕпе Мускав облаçĕнчи Барыбино поселокĕнчи прапорщиксен шкулне кайнă. Икĕ çултан çар званине илсен малашнехи тивĕçе пурнăçланă. 2005-2009 çулсенче çамрăк прапорщик пай техникĕн должноçĕнче вăй хунă. Унтан чаçе салатса янă май Мускав облаçĕнчи Чехов районĕнчи çар чаçне куçнă. Паянхи кун та Павел Кораков унтах çар тивĕçне чыслăн пурнăçлать.
Раççей Çарĕнче мăшăрланса пурăнакансене яланах хапăл, вĕсене унта нумай çăмăллăх кĕтет, вăл шутра пурăнмалли çурт-йĕрпе, ĕçпе, ачасене ача сачĕпе тивĕçтересси те. Акă Чутай каччи çарта тăнă хушăрах хамăр район хĕрне качча илсе çемье çавăрнă. Вĕсем пĕрлешнĕренпе пилĕк çул ытла иртрĕ ĕнтĕ. Аслă шкулта экономист специальноçне алла илнĕ мăшăрĕ те хăйĕн ĕçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă. Иртнĕ çул Алисăпа Павел Кораковсен иккĕмĕш ача çуралнă. Çĕнĕ кайăк вĕçсе килнĕ çемье виçĕ пÿлĕмлĕ хваттере тивĕçнĕ.
Павел Валерьевич çарта тăракансене çемьепе пурăнма тивĕçлĕ условисем туса панипе, ĕç укçине вăхăтра тÿленипе, мăшăрсене ĕçпе, тĕпренчĕкĕсене ача сачĕпе тивĕçтернипе кăмăллă. Мăшăр çакăнта тĕрев, пысăк пулăшу курать. Çар вĕсене малашлăха çирĕп пăхма май парать. Хальлĕхе мĕн кирли пĕтĕмпех пур – чун туртнă ĕç, хваттер, автомобиль... Ытти пурлăха мăшăр хăй пухĕ, сум çумне сум хушĕ. Кораковсем кашни çулах отпуска яла килеççĕ, тинĕс хĕрне е ют çĕр-шывсене кайса курса çÿреме те вăхăт тупаççĕ. Пĕр сăмахпа, маттурсем!
Кораковсем пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илнине палăртаççĕ, унпа малашне те çирĕп утма ĕмĕтленеççĕ.
А.ДМИТРИЕВА.