АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх пурăнас тесен тăрăшса ĕçлемелле

24 февраля 2014 г.

Районтан Шупашкар еннелле тухса çÿрекенсем Шуккакасси ялĕ çывăхĕнче çĕнĕ завод тума пуçланине асăрханă пулĕ. Анчах та мĕнле завод, ăна кам тăвать – çакăн пирки районта пурăнакансем пĕлсех каймаççĕ пулĕ. Шăпах çак ыйтусене уçăмлатма кăмăл турĕ асăннă завода хута ярас ĕçе пуçăннă Юрий Кошелев.

– Юрий Григорьевич, район территорийĕнче тума пуçланă завод пирки каласа парсамăр.

– Металл изделийĕсем – ешчĕксем, алăксем, тĕрлĕ оборудовани – туса кăларакан завод пурĕ 10 пин тăваткал метр лаптăк йышăнĕ. Пĕр производство цехĕ кăна 168 метр тăршшĕ пулĕ. Ăна эпир пайăн-пайăн туса пырасшăн, пĕрремĕш модульне çулталăк вĕçнелле хута ярасшăн.

– Мĕнле тĕллевпе тума тытăнтăр-ха эсир çак завода?

– Тĕп тĕллев вăл – вырăнти инфратытăма (ял халăхне пурăнма, производство ыйтăвĕсене тивĕçтерме кирлĕ тытăмсене) аталантарасси. Пирĕн район – аграри районĕ, кунта промышленность аталанман. Рабочи класс пур районăн малашлăхĕ пысăк.

Ялсенче ниçта та ĕçлемен çынсем нумайланса пыни, çамрăксем ĕçке ярăнни чуна ыраттарать. Ял халăхне "урăлтарас", унăн пурнăçне ырă енне улăштарас шухăшпа пуçăнтăм эпĕ çак ĕçе. Ĕçлекен çыннăн тĕллевĕсем те улшăнаççĕ, çакăн пек çынсем ялсене пĕтме памаççĕ.

Завод тунипе пĕрлех манăн хамăр ялта йĕркеллĕ çул та, плотина та тăвас килет.

– Паллах, çĕнĕ заводра ĕçлекенсем те чылай кирлĕ пулаççĕ...

– Çĕнĕ технологисем вырнаçтарнă заводра чи лайăх станоксем пулĕç, çавăнпа та пире кунта ĕçлеме те чи лайăх рабочисем кирлĕ. Пысăк квалификациллĕ сварщиксем, металл изделийĕсемпе ĕçлекен слесарьсем, операторсем, малярсем, наладчиксем, производство начальникĕсем – пурĕ 250 çын валли ĕç вырăнĕ пулать.

Лайăх пурăнас тесен тăрăшса ĕçлемелле. Ăслă-тăнлă çынсем нумай кирлĕ пулаççĕ, вĕсене укçа кăна ан интереслентĕр, ĕçлес кăмăлĕ пысăк пултăр. Эпир вара вĕсене шалу енчен те кÿрентермĕпĕр, ĕçлеме те çителĕклĕ условисем туса парăпăр. Малашлăх планĕнче завод территорийĕнче лавкка, столовăй, хăна çурчĕ, клуб тăвасси. Пирĕн хамăрăн тухтăр та пулĕ. Ĕçсем чиперех пырсан кунта тăрăшакан рабочисене пурăнмалли вырăнсемпе те тивĕçтересшĕн. Заводра ĕçлекенсен пурнăç шайĕ ыттисенчен пысăкрах пултăр.

– Паянхи кун завод территорийĕнче мĕнле ĕçсем пыраççĕ?

– Хальхи вăхăтра кунта производство цехĕн пĕрремĕш модульне тăвассипе пуçламăш ĕçсем пыраççĕ. Пысăк калăпăшлă ĕçсене вара çуркунне пуçлатпăр. Çавăнпа та районта çÿлерех асăннă профессисене алла илнисем пур пулсан, вĕсене ман пата 8 925 502 44 58 номерпе шăнкăравлама ыйтатăп. Пултаруллă, ялта ĕçлесе пурăнас шухăшлă çамрăксене тепĕр профессие алла илме, практикăра пулма майсем туса паратпăр.

– Сирĕн тĕллевсем пурнăçа кĕрсе пырасса шанатпăр. Тавтапуç калаçушăн.

А.КАРПОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика