26 февраля 2014 г.
Уяв кунĕ, февралĕн 23-мĕшĕ, Хăмарккара Çĕнĕ урамра пурăнакан арçыншăн инкекпе вĕçленнĕ. Вут-çулăма пула вăл кил-çуртсăр тăрса юлнă.
Районти пушар хурал чаçне асăннă ялта вут алхасни пирки 19 сехет иртсен пĕлтернĕ. Йывăç пÿрт çунса кĕлленсе юрăхсăра тухнă. Пĕччен пурăнакан кил хуçи кăмака хутса кăларнă та хăй кÿршĕне тухса кайнă. Хăй киле таврăнсан çурт алăкне уçса ярсан тĕтĕм йăсăрланнине курах кайнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх пушар кăмакаран тухнă тесе шутлаççĕ.
Кăçал пирĕн районта пушарсен хисепĕ пĕлтĕрхинчен икĕ хут ытла ÿсни питĕ пăшăрхантарать. Вилекенсен шучĕ те икĕ хут пысăкрах. Ытларах чухне "хĕрлĕ автан" пĕччен пурăнакан е ĕçкĕпе иртĕхекен çынсен кил-çуртĕнче алхасни палăрать. Çавăнпа та ял çыннисене асăрханулăх пирки тепĕр хутчен аса илтерес килет. Кăмакасене, электроприборсене тимлĕхсĕр ан хăварăр. Асăрханусăрлăх хакла ларнине ан манăр.
А.ЯРАБАЕВ, пушар хурал чаçĕн аслă инспекторĕ.