26 февраля 2014 г.
Кăçалхи февраль уйăхĕнче район прокуратури Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан пĕр çын тĕлĕшпе РФ УК-н 105 статйин 1-мĕш пайĕпе пуçарнă уголовлă ĕçпе айăплав майлă пулчĕ.
Малтанхи следствипе суд ларăвĕнче çакна çирĕплетнĕ: иртнĕ çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче çĕрле Ю.Кандейкин Хĕрлĕ Чутай салинчи С.Мазуркин пĕлĕшĕ патĕнче хăнара пулнă, ÿсĕрскерсем тĕпелте хирĕçсе кайнă. Инкек тÿсекен хăнана хăратма тытăннă, усал сăмахсемпе перкелешнĕ, çĕçĕпе хăмсарнă. Айăпланакан çĕççине пуçтарса илсе кил хуçине пуçран тата кĕлеткерен пурĕ 15 хутчен çĕçĕпе чикнĕ, сывлăхне йывăр сиен кÿнĕ. Йывăр сурансене пула С.Мазуркин кĕске вăхăтрах вилсе кайнă.
Етĕрнери район сучĕн февралĕн 13-мĕшĕнчи приговорĕпе РФ УК-н 105 статйин 1-мĕш пайĕпе (тепĕр çынна юри вĕлернĕшĕн) Ю.Кандейкин айăплă тесе йышăннă, ăна çирĕп режимлă тÿрленмелли колонире сакăр çул лармалла тунă.
В.ШОРКИН, район прокурорĕ.