26 февраля 2014 г.
Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви кăçалхи январь уйăхĕнче ĕç сыхлавĕпе ирттернĕ вĕрентĕве пĕтĕмлетнĕ. Вĕренÿ центрĕнче 498 çын пĕлĕвне ÿстернĕ, вĕсенчен 169-шĕ – пĕчĕк бизнесра вăй хуракансем.
Ĕçлесе хатĕрлекен производствăри 96 çын, вĕренÿ тытăмĕнчи 83, ял хуçалăхĕнчи 68, курттăммăн тата ваккăн сутас ĕçри 47 çын ĕç сыхлавĕн вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ.
Муниципаллă районсенчен Муркаш малта пырать (111 çын вĕреннĕ), унтан – Пăрачкав (60 çын), Шăмăршă (48). Шупашкартан 175 çын вĕреннĕ.
А.ТИМОФЕЕВА.