АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Олимпиадăна кайса куратăпах терĕм"

26 февраля 2014 г.

"Олимпиадăна кайса куратăпах терĕм"

Çапла калать халĕ çичĕ çул каяллахине аса илсе Çĕн Атикасси шкулĕн физкультура учителĕ Светлана Петрейкина, нумаях пулмасть Сочире иртнĕ хĕллехи Олимп вăййисенче пулса курнăскер.

Вулакансем астăваççĕ пулĕ, иртнĕ çул пуçламăшĕнче эпир Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов районти чи маттур çамрăк спортсменпа физкультура учительне Олимпиадăна кайма пулăшасси пирки шантарни çинчен çырнăччĕ. Депутат хăйĕн сăмахне тытрĕ – февралĕн 12-14-мĕшĕсенче Светлана Петрейкинапа унăн ывăлĕ Андрей Сочи хулинче пулса Олимп вăййисене хăйсен куçĕсемпе курса киленме пултарчĕç.

Февралĕн 21-мĕшĕнче "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче районти шкулсенче вĕренекенсем Светлана Петрейкинапа тĕл пулчĕç. Хальхи вăхăтра Мускавра аслă пĕлÿ илекен Андрей тĕл пулăва килеймен, çапах та Светлана Николаевна ывăлĕпе иккĕшĕн ячĕпе "Единая Россия" политика партийĕпе Николай Малова Олимпиадăна çитсе курма май туса панăшăн чĕререн тав турĕ.

"Çичĕ çул каялла 2014 çулхи хĕллехи Олимп вăййисем Сочире иртессине пĕлсен хама хам "Олимпиадăна çав-çавах кайса куратăп" терĕм, – тет Светлана Петрейкина аса илÿсен çăмхине сÿтнĕ май. – Çак тĕллевпех çине тăрса ĕçлеме пуçларăм. Кăçал ирттернĕ сасăлавра мала тухсан та чунтанах савăнтăм. Ĕмĕтĕме пурнăçа кĕртме май туса панă кашни çынна тав сăмахĕ калатăп".

Сочие Хусантан самолетпа вĕçнĕ Петрейкинсем, вырăна çитсен хăна çуртне вырнаçнă. Унтан тĕрлĕ йĕркелÿ ĕçĕсене туса ирттерсен (куракансен ятарлă паспортне илесси, тĕрлĕ хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене пăхăнасси) Олимп вăййисем иртекен вырăна çитсе курнă.

"Тĕлĕнмелле хитре, илемлĕ Сочире, çĕнĕрен çĕкленĕ спорт объекчĕсем куçа илĕртеççĕ, Олимп çулăмĕ аякран курăнмаллах ялкăшать, тинĕс хĕрринче пальмăсем ÿсеççĕ, мимоза çурăлать, çÿлерех вара тусем шап-шурă юрпа витĕннĕ, – хăпартланса каласа кăтартать Светлана Николаевна курса çÿренĕ вăхăтра ÿкернĕ сăнсемпе паллаштарнă май. – Малтанах эпир Австрипе Финлянди хоккеисчĕсем хушшинче пынă матча пăхрăмăр, çавăн чухнех эпĕ финсем финала тухасса ăнлантăм – питĕ ăста выляççĕ. Татьяна Волосожарпа Максим Траньков фигуристсене медальсемпе чысланă саманта та курса килентĕмĕр".

Тепĕр кунне пирĕн ентешсем тусем çине хăпарнă – малтан волонтерсене илсе çÿрекен электричкăпа (палăртнă çĕре вăхăтра çитес тесен Сочире йăрă та вăр-вар пулмалла иккен!), унтан çакнă канат çулпа. Слалом ăмăртăвĕсем пынă вырăн питĕ илемлĕ те мăнаçлă иккен, йăлтăртатакан кăнтăр хĕвелĕн çути куçа йăмăхтарать...

"Шел те, курса çÿреме вăхăт сахалтарах пулчĕ, çапах та тĕнче шайĕнчи ăмăртусем пынă çĕрте пулма тÿр килни, Америкăран курма килнисемпе тата Канада спортсменĕсемпе асăнмалăх сăн ÿкерттерни яланлăхах асра юлчĕ", – каласа парать кăмăлне витернĕ çул çÿрев пирки Светлана Николаевна.

Тĕл пулăва пухăннисене Светлана Петрейкина ачаранах спортпа туслашма сĕнчĕ, хăçан та пулин пирĕн районтан та Олимп чемпионĕсем тухасса шаннине палăртрĕ. Унăн сăмахĕсене Николай Малов депутат та çирĕплетрĕ: "Эпир Олимп вăййисем пирĕн çĕр-шывра иртнишĕн мăнаçланатпăр, хамăр спортсменсемпе мухтанатпăр. Пуласлăхра шăпах эсир, çамрăк ăру, хăвăр çитĕнĕвĕрсемпе район, республика, çĕр-шыв ятне çÿле çĕклессе шанатпăр".

А.КАРПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика