14 апреля 2014 г.
Пĕчĕк ачаран пысăк çын тăвас тесен ашшĕ-амăшне мĕн чухлĕ чăтăмлăх, вăй-хал кирлĕ. Енчен те ача урăх çемьере çуралнă пулсан, хăйĕн пурнăçĕнче çамрăклах ашшĕ-амăшĕ кỹрентернине тỹсме тивнĕ пулсан, лăпăклăхпа çепĕçлех, йĕркеллĕ апат çисе курман пулсан мĕн тумалла? Ачан чĕрине мĕнле çемçетмелле, юратăвне мĕнле çĕнсе илмелле? Йывăр ыйтусем. Ача усрава илнĕ çынсем кашни кунах çакăн евĕр йытусемпе тĕл пулаççĕ,вĕсем çине хурав шыраççĕ.
Черетлĕ кăларăм хатĕрлес тĕллевпе эпир хальхинче Тури Çĕрпỹкасси шкулне çитрĕмĕр. Кулленех 30 çухрăм кая хăварса Етĕрне районĕнчен çак шкула васкакан çамрăк директор Андрей Михайлович Иванов пире хапăл туса кĕтсе илчĕ. 17 ĕçченрен тата 35 вĕренекенрен тăракан пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул коллективне ертсе пырать вăл. Тĕлĕнмелле те, ĕçлекенсенчен 35 проценчĕ пурнăçра йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ ачасене хăйсен хỹттине илнĕ. Тĕрлĕ çĕрти ачасене усрава тата опекăна илнипе пĕрлех шкулта вĕренкенсен хисепне те ỹстернĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатăн шăмат кунхи номерĕнче.