АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи сунар çывхарать

16 апреля 2014 г.

Çуркуннехи сунар сезонĕ çитрĕ. Вăл апрелĕн 20-мĕшĕнчен пуçланать те апрелĕн 29-мĕшĕччен пырать. Сунар вăхăтĕнче кайăк хур, кăвакал аçи (селезень) тытма юрать. Кăвакал аçине вара ỹплере пытанса ларса килте çитĕнтернĕ кайăк кăвакалпа (подсадная утка) ирхине 9 сехетрен, каçхине 19 сехетрен пуçласа мĕн тĕттĕм пуличченех тытма юрать. Ун пек кăвакалпа сунара икĕ сунарçă тухма пултараççĕ. Вĕçекен кăвакалсене пеме юрамасть. Хурсене кунĕпех ỹплере пытанса кĕтсе лармалла. Путевкăсене апрелĕн 19-мĕшĕнче 10 сехетрен пуçласа параççĕ. Сунар хуçалăхĕнче 10 кунран кая мар ĕçленĕ пулсан путевкăна 50 процент çеç тỹлесе илме пулать. Çавăнпа та хуçалăхра вăй хума кăмăл тăвакансем валли яланах ĕç пур. Сунарта чухне уйра тата вăрманта çапкаланса çỹрекен йытăсемпе кушаксене пĕтерме тăрăшмалла. Вĕсем сунар хуçалăхне питĕ пысăк сиен кỹреççĕ. Асăрханулăх пирки те манмалла мар. Пăшалпа пенĕ вăхăтра яланах çывăхра çынсем е выльăх çуккине асăрхамалла. Йĕтре (дробь) 250-300 метр таран вĕçет. Сунарта çỹренĕ чухне авăрламан пăшалпа çынна тĕллеме, пăшала çынна пама юрамасть. Кирек мĕнле транспортпа çỹренĕ чухне те пăшал чехолта пулмалла. Ял çывăхне çитиччен (800 метр) патронсене кăларса пăшала чехола хумалла. Сунар тапхăрĕ пĕтсен путевкăсене тавăрса памалла. Сунар - усăллă та интереслĕ кану. Апла пулин те сунар йăли-йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Çут çанталăка хирĕçле ĕç тăвакансемпе - браконьерсемпе - пĕр шелсĕр кĕрешмелле. 

А.ЭЛЕМЕНКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика