21 апреля 2014 г.
Шăпах çак темăсене сỹтсе яврĕç апрелĕн16-мĕшĕнче районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче. Халăхпа тĕл пулса калаçма Шупашкартан Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева, экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Инна Антонова, Республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн обществăлла хăрушсăрлăх управленийĕн пай начальникĕ Алексей Юрьев, культура ĕçченĕсен республикăри профсоюз комитечĕн председателĕ Светлана Демидова килсе çитрĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх ушкăнсем çине пайланса ял тăрăхĕсене çитиччен хăнасем райадминистрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче район активĕпе тĕл пулса калаçрĕç. Çур аки алăкран шаккать Çурхи акана хатĕрленсе туса ирттернĕ ĕçсемпе ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Владимир Храмов паллаштарчĕ. Кăçал районта акмалли çĕр лаптăкĕ пурĕ 16629 гектарпа танлашать. Вăрлăх 104 процент хатĕрленĕ, минераллă удобрени _ 108 процент, дизель топливи _ 85,5 процент. Акана тухма ял хуçалăх техники те çителĕклĕ. Шел те, вăрлăхсăр хуçалăхсем те пур районта _ "Путь Ильича" УАО тата "Победа" ЯХПК. Вĕсенче ку енĕпе лару-тăру çитес вăхăтрах ырă енне улшăнасса шантарчĕ Владимир Викторович. Надежда Прокопьева районти пушă выртакан çĕрсемпе те интересленчĕ. Акмасăр юлакан çĕрсем пилĕк пин гектар ытла пулни "питĕ нумай" терĕ министр, ку енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ. Тирпей-илемшĕн кашнин тăрăшмалла Строительствăпа çул-йĕр, коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Римма Ерофеева районта экологи субботникĕсем ирттерни, йăлари хытă каяшсене, çỹп-çапа пуçтарса илсе тухни, йывăçсемпе чечексем лартни, çăвасене пуçтарни çинчен каласа пачĕ. Хальхи вăхăтра районта экологи икĕ уйăхлăхĕ пыни çинчен, апрелĕн 19-мĕшĕнче вара пур ял тăрăхĕнче те Мăн кун умĕнхи субботнике тухасси çинчен аса илтерчĕ.
Пенсисем ỹснĕ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Алина Ежеева пухăннисене апрелĕн 1-мĕшĕнчен пенсисем ỹсни çинчен калса панă май районпа çыхăннă хăш-пĕр цифрăсем çинче чарăнса тăчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă 5405 çыннăн районта ĕç пенсийĕсен страхлав пайĕ 1,7 процент ỹснĕ, халĕ çак пенси вăтамран 8628 тенкĕпе танлашать. Социаллă пенсисем те ỹснĕ. Асăннă пенсие илсе тăракан 617 çыннăн унăн виçи халĕ вăтамран 6307 тенкĕпе танлашать. Вăрçă участникĕсем вара вăтамран 26 пин ытла тенкĕ илеççĕ. Районти 600 яхăн пенсионер пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалтарах пенси илет, вĕсене çак виçене çитерме укçа хушса тỹлеççĕ. Федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансем те пур районта _ 1682 çын, вĕсем илсе тăракан соцпакет апрелĕн 1-мĕшĕнчен 5 процент ỹснĕ, çавна пула вăл халĕ 881 тенкĕ те 63 пуспа танлашать. Çĕнтерỹ кунĕ _ пысăк уяв Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 69 çул çитнине уявлама хатĕрленсе туса ирттерекен ĕçсемпе райадминистрацин культура пайĕн начальникĕ Александр Самсонов паллаштарчĕ. Çĕнтерỹ кунне хатĕрленсе районта 24 çынран тăракан ятарлă йĕркелỹ комитечĕ ĕçлет, ăна райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Алексей Порфирьев ертсе пырать. Майăн 8-9-мĕшĕсенче ял тăрăхĕсенче, район центрĕнче уяв мероприятийĕсем иртĕç. Программăра _ çамрăк армеецсен смотрĕ, çар техникин парачĕ, "Эп астăватăп, эп мухтанатăп" акци, уяв концерчĕ тата ытти те. Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксене юсаса çĕнетессипе те ĕçсем пурнăçланаççĕ. Çĕнтерỹ уявне хатĕрленсе ирттермешкĕн районта укçа-тенкĕ пухассине йĕркеленĕ. Кăмăл тăвакансем нухрата райадминистрацин централизациленĕ бухгалтерине çитерсе пама е ятарлă счет çине куçарма пултараççĕ. Укçа хывмалли реквизитсем: Наименование получателя: УФК по ЧР (Красночетайский райфинотдел (БУК "Красночетайская ЦБ" лỸс 20106БК0022), ИНН: 2110051940, КПП: 211001001 Счет: 40701810900001000265 в ГРКЦ НБ Чувашской Республики Банка России г.Чебоксары, БИК: 049706001. Назначение платежа: 90300000000000000180 9038Ц414041000 Взносы на проведение культурно-массовых мероприятий в честь Дня Победы 9 мая. Çĕнтерỹ уявĕн тĕп сăнарĕсем _ вăрçă ветеранĕсем _ кулленхи тимлĕхсĕр ан юлччăр тесе те районта чылай ĕç туса ирттереççĕ. 109 ветеранăн кил-çурт условийĕсене ятарлă комисси тĕрĕсленĕ, çавăн пекех район больницинчи специалистсем вăрçă ветеранĕсен, салтак арăмĕсен, тыл ĕçченĕсен сывлăхĕсене тĕрĕслесех тăраççĕ. Палăртмалла, паянхи кун район территорийĕнче 25 вăрçă участникĕ пурăнать. Сывлăхпа спорт кунĕсем Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн "Сывлăхпа спорт кунĕ çинчен" Указне (20.03.2014 ç.) пурнăçа кĕртессипе районта ĕçсем пуçланнă тесен те юрать. Хĕрлĕчутайсем _ ватти те, вĕтти те _ сывлăхĕсене çирĕплетме "Хастар" спорт комплексне тăтăшах çỹреççĕ. Малашне кашни уйăхрах ятарласа палăртнă пĕр кун _ апрелĕн 26, майăн 17, июнĕн 14, июлĕн 26, августăн 9, сентябрĕн 20, октябрĕн 18, ноябрĕн 22 тата декабрĕн 20-мĕшĕсенче _ Сывлăхпа спорт кунĕ иртĕ, ун чухне спорткомплексри пулăшусемпе тỹлевсĕрех усă курма пулĕ. Райадминистрацине пухăнса калаçнă хыççăн информаци ушкăнĕсем ял тăрăхĕсене çитсе вырăнти халăхпа тĕл пулусем йĕркелерĕç, çỹлерех асăннă темăсене сỹтсе яврĕç. ЧР юстици министрĕ Надежда Прокопьева тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул коллективĕпе тĕл пулса калаçрĕç, районти 1№ суд участокне тата ЗАГС пайне çитсе курчĕç. А.КАРПОВА.