21 апреля 2014 г.
Пĕрлехи информаци кунне ирттерме района килнĕ юстици министрĕ Надежда Прокопьева район хаçачĕн корреспонденчĕн ыйтăвĕсене хуравлама кăмăл турĕ. _ Надежда Викторовна, Эсир паян пирĕн район центрĕнчи тĕрлĕ учрежденисенче пулнă май урам тăрăх утса çỹрерĕр. Тирпей-илем енчен Хĕрлĕ Чутай сали кăмăла кайрĕ-и? _ Мана сирĕн районта пулма питĕ килĕшет. Эпĕ çулталăк каялла кунта килсе кайнăччĕ. Хĕрлĕ Чутай салинче яланах таса, тирпейлĕ. Кунта тирпей-илем ыйтăвĕсене пысăк тимлĕх уйăрни тỹрех сисĕнет. Акă, эпир сала урамĕпе пынă чухне те урамра шăлса пуçтарнине курма пулчĕ. Пурте ăнланатпăр, таса, хăтлă, чечексем ỹснĕ çĕрте пурăнма та кăмăллă. Сирĕн кунта хитре спорткомплекс пур, вăтам шкул та мана килĕшрĕ _ пысăк, илемлĕ, пырса кĕме кăмăллă. Район центрĕ çулсерен илемленсе, хитреленсе, ỹссе пыни килĕшет. _ Эсир ертсе пыракан министерство асăрхаса тăракан мĕнле учрежденисем пур пирĕн районта? _ Юстици министерстви ЗАГС пайĕн, миравай судьясен, адвокатсен ĕç-хĕлне асăрхаса тăрать. Эпĕ паян сирĕн районти пĕрремĕш номерлĕ суд участокĕнче тата райадминистрацин ЗАГС пайĕнче пулса куртăм. Гражданла актсене шута илсе пыракансем хальхи вăхăтра хăйсен кулленхи тивĕçĕсене пурнăçланă май электронлă архив тăвассипе тимлеççĕ. Ку питĕ кăткăс ĕç, анчах та ăна кăçал вĕçлемеллех. Çавăн пекех сирĕн районта ЗАГС пайне çынсем электронлă майпа заявленисемпе тухасси 30 процент пулни те савăнтарать. _ Тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ пирки каласамăр. _ Хальхи вăхăтра сирĕн районта тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассипе виçĕ адвокат _ Александр Васильев, Николай Коклейкин, Юрий Торейкин _ тимлеççĕ. Анчах та, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, паянхи куна сирĕн районта пĕр çын та вĕсен тỹлевсĕр пулăшăвĕпе усă курман. Çавăнпа та манăн çакна аса илтерес килет: адвокатсен тỹлевсĕр пулăшăвĕпе пĕчĕк тупăшлă граждансем, инвалидсем, вăрçă ветеранĕсем, вăрçăра вилнĕ салтаксен тăлăх арăмĕсем, инвалид ачасем тата ытти хăш-пĕр граждансем усă курма пултараççĕ. Тĕплĕнрех кун пирки пирĕн министерство сайтĕнче те вуласа пĕлме пулать. Сирĕн районта сахал тупăшлă пенсионерсем чылай _ вĕсем те çак пулăшупа усă курма пултараççĕ. Халăха тỹлевсĕр пулăшу панăшăн адвокатсем валли патшалăх укçа уйăрать. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче граждансем кун пек пулăшупа тăтăшах усă кураççĕ, сирĕн патра та çак ĕç пурнăçланса пырасса шанас килет. _ Республика Пуçлăхĕн Указĕпе уйăхсерен Сывлăхпа спорт кунне ирттерме йышăнни пирки хăвăр шухăшăра пĕлтерсемĕр. _ Сывлăх _ пурнăç тытăмĕ. Сывлăх пулсан пĕтĕмпех пулать. Çавăнпа та ачасене, çамрăксене спорта явăçтарни питĕ ырă пулăм тесе шутлатăп. Çул çитмен çамрăксем хăйсене тĕллĕн урамра тăрса юлса усал ĕçсене ан явăçчăр тесен вĕсене валли спорт секцийĕсем йĕркелемелле, спортзалсене те ачасемпе çамрăксем хуть те хăш вăхăтра та кĕрсе сывлăхĕсене çирĕплетме пултарччăр. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх сирĕн физкультурăпа спорт комплексĕн бассейнне ачасем эрнере пĕрре физкультура урокне çỹреççĕ. Шкул ачисен сывлăхне çакăн пек тимлĕх уйăрни питĕ аван. Кашни уйăхра пулакан Сывлăхпа спорт кунне тĕрлĕ ỹсĕмри çынсем çỹресен аван пулмалла. _ Пирĕн çĕр-шывшăн чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри _ Çĕнтерỹ кунĕ _ çывхарса килет... _ Çапла, Çĕнтерỹ кунĕ _ пирĕн халăхшăн чи сумлă, пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри. Эпир вăл хаяр вăрçă çинчен нихăçан та манмастпăр, пирĕнтен кашнинех е ашшĕ, е маçаккăшĕ-кукашшĕ 1941-1945 çулхи юнлă вăрçа хутшăннă. Шел те, паян вăрçă участникĕсен шучĕ кунсерен чакса пырать, çавăнпа та пирĕн вĕсене тимлĕх уйăрсах тăмалла. Вĕсене пула эпир паян тăнăçлă пурнăçпа пурăнатпăр, лăпкăн ĕçлетпĕр. Сирĕн районта пурте пĕрле _ шкул ачисем, тĕрлĕ учрежденире ĕçлекенсем, ял тăрăхĕсенче пурăнакансем _ Çĕнтерỹ уявне хутшăнни питĕ лайăх пулăм. _ Паянхи Пĕрлехи информаци кунне пĕтĕмлетсе мĕн каланă пулăттăр? _ Информаци кунĕн ĕçне лайăх йĕркеленĕ, куншăн эпĕ пурне те тав тăватăп. Пурĕ 22 тĕл пулу ирттернĕ паян, ял тăрăхĕсенче халăх йышлă пухăннă, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене панă. Яваплă организацисем вĕсем çине хурав парĕç. _ Надежда Викторовна, тавтапуç калаçушăн.
Калаçăва вырăсларан чăвашла А.КАРПОВА куçарнă.