21 апреля 2014 г.
Апрелĕн 3-4-мĕшĕсенче Санкт-Петербургра ял кооперативĕсен Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш съезчĕ иртнĕ. Унта чăваш кооператорĕсен делегацийĕ те пулнă, çав шутра _ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов. Раççей Федерацийĕн 70 субъектĕнчен пухăннă делегатсем яллă вырăнсенчи кооперативсен аталанăвне сỹтсе явнă, ку енĕпе çамрăксен вырăнĕ пысăк пулнине палăртнă, кооперацин пур формисене те патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтересси çинчен калаçнă тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухнă. Съездра тухса калаçнă май Валерий Павлов яллă вырăнсемпе çыхăннă актуаллă ыйтусем çинче чарăнса тăнă: ялсем пĕтсе пыни, ял хуçалăхĕнче, вĕрентỹпе медицинăра квалификациллĕ кадрсем çитменни, кооперацин пур формисем те аякри ялсенче тăкаклă ĕçлени, пурлăхпа техника никĕсĕ аталанманни. Çавăн пекех Валерий Михайлович ялсенче кооперацие аталанма пулăшакан çăл куçсем çителĕклĕ пулнине, анчах та патшалăх ялсене çĕнетес, харпăр хăй хуçалăхне аталантарас, ялти пурнăç пахалăхне ỹстерес тесе ялти кооператорсен майĕсемпе тулли шайра усă курманнине палăртнă. Уйрăм хуçалăхсене аталантарма патшалăхăн граждансене дотацисем парса пулăшмаллине пĕлтерĕшлĕ тесе шутлать депутат. Съезд ĕçне Раççей Правительствин председателĕ Аркадий Дворкович хутшăннă. Съездра тухса калаçнисен сĕнĕвĕсене тĕплĕн пăхса тухнă, федераллă власть органĕсен представителĕсем вĕсене тимлĕхе илнĕ. Çавăн пекех съезда хутшăнакансем РФ Патшалăх Думине, Раççей Правительствине сĕнỹсемпе тухнă, регионти власть органĕсене рекомендацисем панă.
А.СЕМЕНОВА.