23 апреля 2014 г.
Раççейри Культура çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренỹ институчĕ, "Хыпар" хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ" акци ирттереççĕ. Вăл 2014 çулхи апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта иртет. Акцин тĕп тĕллевĕ _ чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ỹстересси. Задачисем: - чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси; - чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси. Диктант текстне чăвашсен паллă поэчĕ, тележурналисчĕ, Чăваш патшалăх преми лауреачĕ, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Марина Карягина хатĕрленĕ. Акцие икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать. 1-мĕш вариант. Хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл тăвакансем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 105 тата УКВ хумĕсем çинче, Чăваш наци телевиденийĕн официаллă сайтĕнче тỹрĕ эфирта итлеме пултараççĕ. Диктант бланкне http,ỸỸchgignĕru сайтра вырнаçтарнă. Компьютерпа форматпа çырнă (наборланă) е алăпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 10-15 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: totalĕdictantĕ2014@yandexĕru 2-мĕш вариант. Диктант И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт, 201-мĕш аудитори) тата Чăваш Республикин вĕренỹ институчĕн пуху залĕнче (М.Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт) 13.00 сехетре пуçланать. Диктант çырма кăмăл тунисен заявка totalĕdictantĕ2014@yandexĕru адреспа ярса памалла. Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем _ чăваш чунлă мĕн пур çын "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ" акцие хутшăнасса кĕтетпĕр. Телефонсем: 8(8352) 45-07-87 (Л.П.Петров), 8(8352) 45-02-58 (А.В.Кузнецов). "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ" акци çинчен тулли информаци http,ỸỸchgignĕru адреспа тупма пулать.