23 апреля 2014 г.
Ют çĕр-шыв çыннисем Раççей Федерацийĕн территорине визăпа, çавăн пекех ăна илмесĕрех кирлĕ йĕркепе кĕме пултараççĕ. Визăна йыхрав илнĕ ют çĕр-шыв гражданинĕсем тивĕçеççĕ. Йыхрав хучĕ официаллă документ шутланать. Ăна Раççейри федераллă миграци служби тата унăн территорири органĕсем ( ыйтса çырни кирлĕ) параççĕ. Çак документсене тăратмалла: 1. Йыхравлаканнин кам пулнине ĕнентерекен документ тăратмалла, вăл вăйра пулмалла. Çавăн пекех Раççей Федерацийĕн территорине нумай çуллăха килекеннисем валли ялан пурăнмалли вырăн пуррине çирĕплетекен документ тăратмалла. 2. Хăна ют çĕр-шыв çынни пулнине ĕнентерекен документ копийĕсем (кирлĕ страницăсем ) пулмалла. 3. Чĕнекен енчен шантаруллă çыру кирлĕ: унăн ют çĕр-шыв гражданинне медицина пулăшăвĕпе, çурт-йĕрпе тивĕçтермелле. 4. Йыхравлаканнин хăйĕн тупăшĕ пирки сведени тăратмалла. Йыхрав хучĕ панăшăн патшалăх пошлинине тỹлеттереççĕ, вăл 500 тенкĕпе танлашать. Асăннă патшалăх пулăшăвĕпе 20 ĕç кунĕ хушшинче тивĕçтереççĕ. 2011 çултанпа йыхрава Пĕрлехи порталпа (www.gosuslugi.ru) усă курса ыйтма пулать. Электрон форматпа ыйтса çырнă заявленисене чи малтан пăхса тухаççĕ, унтан йыхрав хучĕ панине пĕлтереççĕ. Хальлĕхе юридици сăпачĕсен Пĕрлехи порталпа усă курса йыхрав хучĕ ыйтма ирĕк çук. Раççей Федерацийĕн территорине кĕме йыхрав ыйтаканнин килекеннин тĕллевне тĕрĕс кăтартмалла. Вăл заявленире кăтартнă тĕллевпе килĕшсе тăмасан ют çĕр-шыв гражданинне административлă явап тыттарма, Раççей территорийĕнчен кăларса яма пултараççĕ. Йыхравлакана та тĕрĕс мар сведенисем тăратнăшăн, ют çĕр-шыв çыннине кирлипе тивĕçтерменшĕн айăплав кĕтет.
Т.РОДИОНОВА, начальник тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ.