23 апреля 2014 г.
Иртнĕ çулхи кĕркунне, ноябрĕн 10-мĕшĕнче, Калкасси ялĕнчи пĕр çемьере çамрăк каччăна çара ăсатнă. Çавна май ăсату каçне тăван-пĕтенĕ, каччăн тус-юлташĕ пухăннă. Хăнасем хăналаннă хушăра çак ялти пĕр хĕрарăм сĕтел çинче выртакан "Samsung GT-P 5100 Galaxy Tab" маркăллă планшетлă компьютера куç хывнă. Ку хаклă япала Шупашкартан килнĕ хăнан пулнă. Вăрă планшетлă компьютер хуçине 16780 тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ. Ăсату каçĕнче япала çухалнине полици уйрăмне телефонпа шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Тĕпчевпе оперативлă ушкăн преступлени пулнă вырăна тухса кайрĕ. Шыравпа тĕпчев мероприятийĕсене тĕплĕ ирттертĕмĕр пулин те айăплине тỹрех тупма тỹр килмерĕ. Кĕçех çухалнă япала "сас панине" пĕлтерчĕç: пĕр сотовăй компанинче асăннă планшетпа конкретлă çын Чулхулапа калаçни çиеле тухнă. Çапла вăрă камне тупса палăртрăмăр. Ют пурлăха вăрласа çав хĕрарăм РФ Уголовлă Кодексăн 158 статйин 2-мĕш пайĕн "в" пунктĕнче палăртнă преступление тунă. Хĕрарăм хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăнчĕ, тăкака саплаштарчĕ. Хыççăн вăл хăй полици уйрăмне çырупа тухрĕ, амнистипе килĕшỹллĕн уголовлă ĕçе хупма хирĕç маррине пĕлтерчĕ. Маларах çакăн йышши преступленисемшĕн пилĕк çуллăх ирĕксĕр хăварнă пулсан, РФ Патшалăх Думин 2013 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитнĕ пирки амнисти çинчен пĕлтерни" йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн унччен айăплав учрежденийĕнче пулман, çул çитмен çамрăка çитĕнтерекен амăшĕ пирки уголовлă ĕçе хупма ирĕк пур. А.МИТРОФАНОВ, следователь.