28 апреля 2014 г.
Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсенче тата хресченпе фермер хуçалăхĕсенче çурхи уй-хир ĕçĕсем вăй илсе, сарăлса пыраççĕ. Ĕнер анчах техника юсавлăхне тĕрĕслетчĕç, малтанласа ĕçлеттерсе пăхатчĕç. Паян, ав, "Коминтерн", "Нива", "Свобода" хуçалăхсен уйĕсенче ĕç вĕресе кăна тăрать. "Коминтерн" ЯХПК кăçал пуринчен малтан çур акине тухрĕ. Хуçалăх ĕçченĕсем çанталăкăн паха кунĕсене пĕртте сая ямаççĕ, вĕсемпе туллин усă курса юлма тăрăшаççĕ. Çурхи ĕçсене атнарсем иртнĕ эрнерех тытăннă. Малтанах механизаторсем нумай çул ỹсекен курăксене минераллă удобренипе апатлантарма тытăннă. Халĕ вара нумай çул ỹсекен курăксене, çĕре культиваци тăвасси, сỹрелесси, çуртрисене акасси пулса пырать. Ака ĕçĕсен калăпăшĕ пĕчĕк мар _ 1543 гектар, унтан 90 гектарне кĕçнерни кунччен акнă та ĕнтĕ. Апрелĕн 24-мĕшĕ тĕлне районĕпе çурхи культурăсене 148 гектар (мĕн пур лаптăкăн 4,3 проценчĕ) акнă, 490 гектар кĕрхи культурăсене, 250 гектар нумай çул ỹсекен курăксене апатлантарнă. Çавăн пекех 680 гектар кĕрхи çĕртмене, 490 гектар кĕрхи культурăсене, 1425 гектар нумай çул ỹсекен курăксене сỹреленĕ. Асăннă хуçалăхсенче палăртнă ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама майсем те çителĕклĕ. Хуçалăхсем акана ирттерме элита вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобрени çителĕклĕ туяннă. Кадрсен ыйтăвне те татса панă: механизаторсем çитменни сисĕнмест. Тĕпрен илсен, хуçалăхсенче пысăк опытлă ĕçченсем тăрăшаççĕ. А.ЗАМУТКИНА.