28 апреля 2014 г.
"Грани" хаçат редакцийĕнче "Вилĕмсĕр полк" йĕркеленет, вăл кăçал Çĕнĕ Шупашкар хулинче иртекен Çĕнтерỹ парадне хутшăнать. Вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă салтаксене аса илтерекен акцие Томск хулин журналисчĕсем 2012 çулта йĕркеленĕ. 2013 çулта вĕсен шухăшне Çĕнĕ Шупашкарти "Грани" хаçат ĕçченĕсем ырласа йышăннă, майăн 9-мĕшĕнче "Вилĕмсĕр полк" ячĕпе халăхпа пухăнса утнă. Хаçат ĕçченĕсем çавăн пекех "Вилĕмсĕр полк" сайтне вăрçа хутшăннă тăвансен сăн ỹкерчĕкĕсене, вĕсем çинчен аса илнине вырнаçтарма пулăшаççĕ. Асăннă хаçатра уйăхра пĕрре "Вилĕмсĕр полк" ятпа ятарлă страница тухса тăрать. Полк мĕнле йĕркеленни çинчен "ВКонтакте" социаллă сетьре информаци тупма пулать. Çĕнĕшупашкарсем пурне те акцие хутшăнма чĕнсе калаççĕ. Палăртмалла, Шупашкар та кăçалхипе иккĕмĕш хут Пĕтĕм Раççейри "Вилĕмсĕр полк" патриотизмла акцие хутшăнать. Кăмăл тăвакансем пурте вăрçăра вилнĕ тăванĕсен сăн ỹкерчĕкĕсене йăтса майăн 9-мĕшĕнче 17 сехетре Амăшĕн монуменчĕ патĕнче пухăнма пултараççĕ.
Чăваш Республикин Информаци политикин министерстви.