28 апреля 2014 г.
Апрелĕн 23-мĕшĕнче Çĕмĕрле хулинчи 1 № вăтам шкулта "Чĕрĕлỹ çеçкисем" ("Ростки возрождения") ятпа республикăри наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Кăçал вăл иккĕмĕш хут пулнă, ăна чăваш поэчĕ Г.Айхи çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă. Сăмах май каласан, 2013 çулта иртнĕ кун евĕр наукăпа практика конференцине "Çăл куçсем" ("Истоки") ятпа йĕркеленĕ, ăна Н.Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă. Палăртмалла, пирĕн районтан асăннă наукăпа практика конференцине А.В.Фадеева вĕрентекен ертсе пынипе Питĕркассинчи вăтам шкулта ăс пухакан Кристина Фадеева (10 кл.) тата Николай Мидушкин (8 кл.) хутшăннă. Конференцире 12 секцире тупăшма май пулнă, жюрире республикăри тĕрлĕ институтсемпе ытти учрежденисенче вăй хуракан сумлă çынсем хакланă. Кристина "Вăрçă историйĕ" тата "Аслă Отечественнăй вăрçă" секцие хăйĕн "Вăрçă ачисем" ĕçĕпе хутшăннă, тыл ĕçченĕсем пирки туллин те интереслĕн паллаштарса палăрнă. Пултаруллă хĕр II степеньлĕ Диплома тата сертификата тивĕçнĕ. Николай вара "Тăван ен летопиçĕ" секцие суйласа илнĕ, хăйĕн тăван ялĕ _ Питĕркасси _ çинчен асра юлмалла каласа панă. Ăна сертификат парса чысланă. Н.МИДАКОВА.