28 апреля 2014 г.
Апрелĕн 19-мĕшĕнче районĕпех субботника тухни палăрмаллах сисĕнчĕ _ шкул ачисем, тĕрлĕ организацисемпе предприятисен, учрежденисен ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсенче пурăнакансем тăрăшнипе халĕ чылай çĕрте таса та илемлĕ. Çĕнтерỹ кунĕ çывхарнă май Хальхи вăхăтра районта Çĕнтерỹ кунне кĕтсе тĕрлĕ çĕрте хăтлăх кỹрессипе ĕçсем пыраççĕ. Акă район центрĕнче вăрçă вăхăтĕнчи техникăна палăк евĕр лартса хунă вырăна тирпейленĕ. Ун çывăхĕнчен иртсе каякан тротуара та йĕркене кĕртнĕ, çул айккине çирĕплетнĕ. Пысăк уява хатĕрленнĕ май вăрçăра вилнĕ салтаксен палăкĕсене йĕркене кĕртессипе çине тăрса ĕçлемеллине палăртнă райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров. Ку ĕçе пур ял тăрăхĕнче те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Тасалăх _ хамăршăн Тасалăхĕ вăл пурне те кирлĕ-ха. Тĕрлĕ уявсем тĕлне урамсене çỹп-çапран пуçтарнине мухтамалла кăна, анчах та ытти кунсенче те тирпейлĕ çĕрте пулас, çỹрес килет-çке. Пирĕн район центрĕ яланах илемлĕ пултăр тесен чи малтан çỹпĕлеме юраманнине асран кăлармалла мар. Унсăрăн мĕнле пулать-ха _ хамăрах çỹпĕлетпĕр, кайран хамăрах пуçтарма тапаçланатпăр. Тỹрех çỹпĕлемесен лайăхрах мар-и? Такăнсан та курмăш пулаççĕ Шел те, хăш-пĕр çынсем такăнса иртсе кайсан та тасамарлăха курмăш пулаççĕ. Çак кунсенче "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕ çывăхĕнчи çуртсем патĕнче пулса курма тỹр килчĕ. Кунта пурăнакансем, çав шутра тăлăх ачасем валли çĕкленĕ, нумаях пулмасть хута кайнă виçĕ хутлă çурта куçнисем, Мăн кун умĕн районĕпех субботник иртнине пĕлмен те пулас. Мĕн кăна йăванса выртмасть пулĕ кунта: сăрапа эрех кĕленчисем, полиэтилен хутаçсем, пирус пачкисем... Кĕркуннерен юлнă хыт хура та çаплипех кашласа ларать. Ку тĕлтен спорткомплекса кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек çын çỹрет. Иртен-çỹрен умĕнче хăйсен ятне ярса пурăнаççĕ-ха ĕнтĕ ку çуртсенче пурăнакансем. Урăхла ăçтан калăн. Кăçал кăна мар, ытти çулсенче те кунта тирпейсĕрлĕх хуçаланатчĕ. Юрать-ха, пĕлтĕр ку вырăнта асфальт сарса пачĕç, унсăрăн паян татах та нĕрсĕртерех ỹкерчĕк тухатчĕ пулĕ куç умне... Сăмах май, районти ялсенче те пур çĕрте те тирпейлесе çитернĕ теме май çукрах-ха хальлĕхе. Унта та кунта, уйрăмах ялти çул хĕррисемпе е çул хĕресленнĕ вырăнсенче, çаплипех тасамарлăх хуçаланать. Çакăн пек вырăнсене ытларах тимлĕх уйăрмалла пулĕ. СХТ территорийĕнчи çỹп-çап контейнерĕсене камăн тасатмаллине хăçан татса парĕç-ши? Санитарипе экологи тата тирпей-илем икĕ уйăхлăхĕ районта малалла пырать. Малашне тасарах, тирпейлĕрех пулма тăрăшасчĕ.
Алина ИТТИ.