АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашлăха упракансем

28 апреля 2014 г.

Чăваш кĕпи çĕлесси, чăваш тĕрри тĕрлесси _ çĕвĕ ăсталăхĕ, авалтан килекен пултарулăх. Ĕлĕк чăваш тĕрĕçи 200 ытла эреш пĕлнĕ теççĕ. Унăн ĕмĕрхи илемне туйма вĕрентекен ăстасем паян та пур-ха. Нумаях пулмасть Тури Çĕрпỹкасси шкулне çитсе килнĕччĕ. Чăваш чĕлхи пỹлĕмне кĕрсе курнă май "чăвашлăх утравĕнче" пулнă пек туйăнчĕ: куç тỹрех чăваш чĕлхине халалланă, пысăк пахалăхпа янтланă илемлĕте пысăк стенд çине ỹкрĕ. Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Светлана Васильевна Мурайкина хаваспах Чăваш чĕлхи кунне кĕтсе илме хатĕрленни çинчен каласа панăччĕ. Ку вăхăтра шкулта чăвашла кăна калаçасси тĕп вырăнта иккен. Ачасем те пире хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарма васкарĕç. Чăваш чĕлхи эрнине хатĕрленсе нумайăшĕ аслисемпе пĕрле чăваш кĕписем çĕленĕ, вĕсене илемлетме пулăшнă. Акă, 6-мĕш класра вĕренекен Валерия Ильина та хăйне валли ăсталанă чăваш тумĕпе паллаштарчĕ. Шап-шурă пусмаран çĕлесе, тĕрлесе параканĕ унăн кукамăшĕ иккен. Шкул коллективĕ пысăках мар, ачисем те виçĕ теçетке ытла кăна. Апла пулин те кунта чăвашсен культурине, йăли-йĕркине, юрри-ташшине упраса хăварас тесе нумай тăрăшаççĕ. Чăвашсен уявĕсемпе çыхăннă мероприятисене час-часах йĕркелеççĕ. Елена Васильевна фольклор кружокне ертсе пырать. Унта паян 15 вĕренекен çỹрет. Вĕсенчен кашниех чăваш чĕлхине хисепленине, унпа мăнаçланнине палăртать.

А.ЗАМУТКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика