28 апреля 2014 г.
Аслă çутта кăлараканăмăр И.Я.Яковлев çуралнă тата Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне Чăваш кĕнеке издательстви Иван Яковлевăн "Чăваш халăхне панă халал" кĕнекине чăваш, вырăс, акăлчан, нимĕç, француз чĕлхисемпе кăларнă. Иван Яковлев хăйĕн халалне 1921 çулта Алексейпа Николай ывăлĕсем хутшăннипе хатĕрленĕ. 1955 çулччен халал И.Я.Яковлевăн архивĕнче упраннă. Çак архив 1922 çултан пуçласа истори наукисен докторĕн, А.И.Яковлев профессорăн хваттерĕнче упраннă. Иван Яковлевичăн мăнукĕ _ истори наукисен докторĕ Ольга Алексеевна Яковлева 1955 çулта аслашшĕн архивĕн тĕп пайне В.И.Ленин ячĕллĕ СССР Патшалăх библиотекин ал çырăвĕсен пайне панă (халĕ Раççей патшалăх библиотеки). Кĕнекен ум сăмахне нумай çул Иван Яковлев еткерне тĕпченĕ истори наукисен докторĕ В.Д.Димитриев профессор çырнă.
Чăваш кĕнеке издательстви.