АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп редакторсен кунĕ иртнĕ

28 апреля 2014 г.

Чăваш Республикин информаци политикин министерстви йĕркеленĕ мероприятие _ Тĕп редакторсен кунне _ республикăри тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен 40 ытла представителĕ хутшăннă. Редакцисен бухгалтерĕсем тата юрисчĕсем лекци итленĕ, тĕп редакторсем çырăнтарупа çыхăннă çивĕч ыйтăва тата "Сывлăха тата аталанăва сиен кỹрекен информацирен ачасене хỹтĕлесси çинчен" саккун пурнăçланăвне сỹтсе явнă. Ĕç-хĕлре палăрнă редакцисене Валентина Андреева министр Тав çырăвĕсем парса чысланă. Вăл шутра "Пирĕн пурнăç" хаçат редакцийĕ Олимп çулăмĕн Эстафетине йĕркелесе ирттерес енĕпе пысăк тỹпе хывнăшăн ЧР Физкультурăпа спорт министерствин Тав çырăвне, Тăван тавралăха сыхламалли çулталăка халалласа йĕркеленĕ массăллă информаци хатĕрĕсен тата журналистсен конкурсне активлă хутшăннăшăн ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин Дипломне тивĕçнĕ. Çак чысах район хаçачĕн корреспонденчĕ Алина Карпова çут çанталăка хỹтĕлес темăна çутатса панă материалсемпе конкурса хутшăннăшăн тивĕçнĕ. Мероприятире тишкернĕ çивĕч ыйтусенчен пĕри _ çырăнтару. Пĕлетĕр ĕнтĕ, Правительство "Раççей Почтине" субсидипе тивĕçтерессине пăрахăçланă. Çавăнпа та почта пичет кăларăмĕсене халăхра сарас тĕлĕшри тарифсене ỹстернĕ. Чăваш Енре ку татса памалли ыйту питĕ çивĕч тăрать, мĕншĕн тесен республикăра пурăнакансенчен 40 проценчĕ ял халăхĕ. Хулара, сăмахран, Шупашкарта е Çĕнĕ Шупашкарта, альтернативлă çырăнтару йĕркелеме пулать пулсан ялсенче почтăсăр ниепле те май çук. Тĕп редакторсене почта хаçат валеçмелли кунсене кĕскетме сĕнни те килĕшмен. Хаçат çырăнса илекен ăна пичетленсе тухнă кун кĕтет, кая юлса мар. "Раççей Почти" филиалĕн представителĕсем малашне те тачă çыхăнса ĕçлеме тата канашлура тишкернĕ ыйтусене кĕске хушăра пăхса тухма шантарнă.

А.ДМИТРИЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика