28 апреля 2014 г.
Районта пурăнакан ыйтнипе прокуратура потребительсен прависене хỹтĕлес енĕпе саккуна епле пăхăннине тĕрĕслерĕ, сиенленнĕ продукци сутнă факт тупса палăртрĕ. Райпон "Ял хуçалăх таварĕсем" лавккинче чĕрĕ сăтăрçăсемпе сиенленнĕ тата вилнĕ хурт-кăпшанкăсемпе вараланнă, шĕкĕлченĕ пăрçа сутнă. Тĕркемсем çинче продукци тĕсĕ, ăна усрама юрăхлă вăхăчĕ тата упрамалли условисем çинчен информаци çук. Çỹлерех асăннă сăтăрçăсене сентресем çинче, çавăн пекех урайĕнче тата продуктсем хушшинче курма пулчĕ. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсемпе райпо председательне федераллă саккуна пăсма юраманни çинчен тата айăплисене яваплăх тыттармалли пирки представлени тăратрĕ. Асăннă продукцие сутма пăрахнă. Кунсăр пуçне районти 1 № суд участокĕн миравай судйин йышăнăвĕпе "Ял хуçалăх таварĕсем" лавкка заведующине 10 пин тенкĕлĕх штрафласа административлă явап тыттарнă.
В.ШОРКИН, район прокурорĕ.