28 апреля 2014 г.
Чăваш Республикин Прокуратури хушнине пурнăçланă май район прокуратури энерги перекетлессипе тата энергетика тухăçлăхне ỹстерессипе çыхăннă саккуна пăхăнса ĕçленине тĕрĕслерĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче прокуратура ĕçченĕсем çурт-йĕр фондне пăхса тата ресурссем парса тăракан организацисенче, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче пулчĕç. Тĕрĕслев палăртнă тăрăх, "Жилсервис" тулли мар яваплă общество "Энерги перекетлесси, энергетика тухăçлăхне ỹстересси тата уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен" 261-мĕш Федераллă саккунăн 12-мĕш статйин 7-мĕш пайне пăснă. Общество энерги перекетлес тата энергетика тухăçлăхне ỹстерес тĕлĕшри мероприятисемпе çыхăннă сĕнỹсене туса хуман, вĕсем çинчен тата усă куракан энергетика ресурсĕсем пĕчĕкленессин калăпăшĕ, сĕннĕ мероприятисен тăкака саплас вăхăчĕ пирки нумай хваттерлĕ 34 çуртри хваттер хуçисене пĕлтермен. Унсăр пуçне асăннă çуртсемшĕн энерги перекетлес тĕлĕшре усăллă пулма пултаракан мероприятисен йĕркине туса хатĕрлемен, вĕсем çинчен "Жилсервис" пăхса тăракан çуртсенчи хваттерсен хуçисене пĕлтермен. Тĕрĕслев кăтартăвĕпе саккуна пăснине сирме представлени тăратрăмăр. Саккун ыйтнине пурнăçламан яваплă çынна халĕ 5000 тенкĕ штраф парассине тишкереççĕ.
В.ШОРКИН, район прокурорĕ.