АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ сервис вăхăта перекетлет

28 апреля 2014 г.

Раççей федераллă налук службин официаллă сайтĕнче (www.nalog.ru) çĕнĕ сервис ĕçлеме пуçларĕ. Вăл "Юридици сăпачĕн харпăр хăй кабинечĕ" ("Личный кабинет юридического лица") ятлă. Асăннă сервис налук инспекцине каяссине сахаллатма тата налук тỹлекенсен ĕç вăхăтне перекетлеме май парать. Çак сервис налук тỹлекене _ юридици сăпатне _ çакăн пек пулăшусем парать: - налуксем енĕпе бюджет умĕнчи парăмсем пирки, налук тỹлевĕсем, тĕпчесе пĕлмен тỹлевсем çинчен тата налуксемпе çыхăннă ытти информацие илме; - харпăр хăй тĕлĕшпе ЕГРЮЛ-тан выписка илме; - харпăр хăй тĕлĕшпе ЕГРН-тан выписка илме; - налуксем, пенисем, штрафсем, процентсем енĕпе шутлав лару-тăрăвĕ епле пулни пирки справка илме тата ыйту тăратма; - налук тỹлекен хутсенче хăй йăнăш тупса палăртнă хыççăн налук органне тĕпчесе пĕлмен тỹлевсене тата тỹлев докуменчĕсене тĕрĕслетме заявлени çырса хатĕрлесе яма; - налук органне счет уçасси (хупасси), Раççей тата ют çĕр-шыв организацийĕсене хутшăнасси çинчен С-09-1, С-09-2 № формăсемпе пĕлтерỹ яма; - юридици сăпачĕсене патшалăх регистрацийĕ тума е ЕГРЮЛ-ти сведенисене улшăнусем кĕртме налук органне документсем тăратма; - налук органĕ пулăшупа тивĕçтернĕ вăхăта тата заявленисене, ыйтса çырнисене пурнăçланин вăхăтне харпăр хăй тĕллĕн тĕрĕслесе тăма, налук органĕнчен йышăнусем илме тата ытти те."Налук тỹлекен юридици сăпачĕн харпăр хăй кабинетне" кĕрес тесен Пĕрремĕш хут "Налук тỹлекен юридици сăпачĕн харпăр хăй кабинетне" кĕрес тесен электрон алă пуснин уççи (ключ электронной подписи) кирлĕ пулать. Сервисра регистрациленме тивет. Регистраци страницинче çакна тумалла: 1) ОГРН çырмалла; килĕшỹ тексчĕпе паллашмалла та ун айне электрон алă пусмалла; электрон адресне çырмалла; ỹкерчĕк çинчи кода çырмалла; "Малалла" пусмалла. 2) Тухнă страницăра маларах çырнă даннăйсене тĕрĕслемелле. Электрон почта адресне тимлĕ пăхăр, ун çине виçĕ кун хушшинче "Харпăр хăй кабинетне" активаци туни пирки ссылка килет. 3) Электрон адрес çине пĕлтерỹ килсен ăна уçăр та кăтартнă ссылкăпа кĕрĕр. 4) Филиалсемпе ытти подразделенисен те кĕме май пултăр тесен ертỹçĕн "Налук тỹлекен юридици сăпачĕн харпăр хăй кабинечĕ" сервисăн "Администрировани" пайĕнче вĕсем пирки сведенисем кĕртмелле. Сервис ĕçĕпе çыхăннă ыйтусем сиксе тухсан "Ыйту-хурав" режимпа усă курăр. Н.ВАСИНА, Раççей ФНС-ĕн республикăри районсем хушшинчи 8 № налук инспекцийĕн начальникĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика