28 апреля 2014 г.
Чĕр чунсен ерекен хăрушă чирĕсем _ сăмахран, сыснасен Африка чуми, ящур, Çĕпĕр язви, бруцеллез тата ытти те _ хуçалăхсем пĕр-пĕринпе суту-илỹ тунă чухне те, транспорт урлă та сарăлма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, чирлĕ выльăха, е унран хатĕрленĕ продукцие тата ăна валли янтланă апата пĕр хуçалăхран теприне илсе кайнă май. Каламалла, хăш-пĕр амакĕ çынна та ерме пултарать. Синкер çакнашкал пулăма сирес тĕллевпе Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем тĕрĕслев ĕçĕсене йышлатнă. Прокуратура çирĕплетнĕ планпа та, унта кĕртмен ытти мероприятисем те йĕркелеççĕ. Сăмахран, кăçалхи 1-мĕш кварталта ГИБДД ĕçченĕсемпе çул çине 12 хутчен рейда тухса 97 автотранспорта тĕрĕсленĕ. Раççей Федерацийĕн Ветеринари çинчен калакан саккунне пăснă 6 тĕслĕхе тупса палăртнă. Кунашкал тĕрĕслев ĕçĕсем вăхăтĕнче инспекторсем пĕрешкелтерех кăлтăксемпе тĕл пулаççĕ. Çул çинче чарнă çынсен аллинче ытларах чухне выльăх, унтан хатĕрленĕ продукци, чĕр чунсен апачĕ е тĕрлĕ хутăш тĕлĕшпе ветеринари докуменчĕсем пулман. Çавна май 3 çынна административлă майпа айăпламалла пулса тухнă. Тепĕр виççĕшĕ тĕлĕшпе пуçарнă административлă ĕçсене тĕпчеççĕ-ха. Ветеринари докуменчĕсем пурри выльăхра иккĕленỹ çуратманни паллă, мĕншĕн тесен унта унта ĕнене е вăкăра мĕнле прививка тунине тата ун тĕлĕшпе мĕнле тĕрĕслевсем ирттернине палăртаççĕ. Выльăх пурăннă вырăнта ытти чĕр чун вăл е ку чирпе аптăранине те çыраççĕ. Клеймо çаптарни те шанчăклăха ỹстерет, мĕншĕн тесен çакăн умĕн ветеринарипе санитари экспертизи ирттереççĕ. Çакнашкал йĕркесĕрлĕхсем пирки ГИБДД сотрудникĕсем хăйсем те пĕлтереççĕ. Акă, февраль уйăхĕнче Çĕрпỹрен ярса панă материалсенех илер. Унта Комсомольски район çыннине тытса чарнă. Вăл мăйракаллă шултра 2 выльăха ветеринари докуменчĕсемсĕр турттарнă. Уншăн ăна 3,5 пинлĕх штрафланă. Сăмах май, штраф виçи пĕлтĕр кăна темиçе хутченех пĕчĕкчĕ. Август уйăхĕччен асăннă йĕркесĕрлĕх-шĕн 500-1000 тенкĕлĕх штраф шыраса илме пултарнă. Вăкăр-пăрушкана йỹнĕпе туянса, кайран хаклăпа сутса услам тăвакансемшĕн пысăк сумма мар ĕнтĕ. Çавăнпа та пĕр çынсемех темиçе хутчен те инспекторсен куç тĕлне пулатчĕç. Темиçе хутчен те асăрхаттарма тиветчĕ вара вĕсене. Палăртмалла, ветеринари çинчен калакан саккунсене пăснăшăн должноçри çынсене 30-40 пин тенкĕлĕх, организаци-хуçалăхсене 300-500 пин тенкĕлĕх штрафлама пултараççĕ. Паянхи штрафсен виçи йĕркене хăнăхтарать пулĕ. Çав арçынна та, выльăх сутнă çынсене те явап тыттарма тивнĕ. Вĕсене выльăха ветеринари докуменчĕсемсĕр сутнăшăн 500 тенкĕлĕх штрафланă. Тĕрĕсрех каласан, çапла пулса тухать, выльăха сутакана та, туянакана та кирлĕ документсем хатĕрлемесен явап тыттараççĕ. Асра тытăр, тиев (груз) хуçин водителе çула тухиччен ветеринари свидетельствине памалла. Ветеринари правилисемпе килĕшỹллĕн выльăха хăвăр пурăнакан районта вырнаçнă ялтанах туянсан та асăннă документ кирлĕ. Çав тата сирĕн ялта кам выльăх тухтăрĕнче ĕçлени те пĕлтерĕшлĕ. Пĕр ветспециалист мар-тăк кирлĕ документсене тутарттармаллах. Районтан района куçарас чухне пĕр сăмахсăрах çак хута илмелле. Выльăхран хатĕрленĕ апат-çимĕç тĕлĕшпе те ятарлă документ кирлĕ. Утă-улăм е комбикорм туяннă чухне те çакнашкал хутпа тивĕçтермелле. Асăннă документсем пулмасан вара тиевсем япăх пахалăхлă шутланаççĕ, вĕсене сутма юрамасть, утилизацилемелли е тĕп тумалли кăна юлать. Акă тата Элĕк районĕнче январь уйăхĕнче Туркменистан çыннине тытса чарнă. Вăл Вăрнар районĕнчен Чулхула облаçне икĕ выльăх какайне илсе кайма тухнă. Анчах ветсанэкспертиза туман тата кирлĕ документсем пулман унăн. Какая тỹрех лабораторие ăсатнă. Йĕркене пăснă тĕслĕх çинчен вара какая илсе кайнă регионти Россельхознадзорăн управленине пĕлтернĕ. Телее, какай çиме юрăхлăскер пулнă. Тепĕр хут çакна аса илтерес килет: - район территорийĕнче 4-мĕш формăллă ветеринари справки кирлĕ, - районтан илсе тухса Раççей территорийĕ тăрăх каяс чухне 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш формăллă ветеринари свидетельстви илмелле. 1-мĕш формăллине _ выльăх тĕлĕшпе, 2-мĕш формăллине какай тата выльăхран хатĕрленĕ продукци тĕлĕшпе, 3-мĕш формăллине чĕр чун апачĕ тĕлĕшпе ветеринари ĕçченĕсем параççĕ. Инспекторсем тĕрĕслевсем те ирттереççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, апат тата унта хушмалли япаласен 49 партин пахалăхне хакланă. Выльăх тата унран хатĕрленĕ продукцие турттарнă чухне ветеринари йĕркисене пăхăнманшăн 14 протокол çырма тивнĕ, 17,5 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Надежда ЕМЕЛЬЯНОВА, Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн чикĕри ветеринари тĕрĕслевĕн пайĕн пуçлăхĕ.