30 апреля 2014 г.
1649 çулта Раççейре пушар ĕçĕпе çыхăннă икĕ документ йышăннă. Пĕрремĕшĕ "Наказ о градском благочинии" ятлă пулнă, вăл апрелĕн 30-мĕшĕнче тухнă, çителĕклĕ пурнăçпа пурăнакансене кил-тĕрĕшре ятарлă шыв ямалли пăрăхсемпе йывăç витресем тытма хушнă. Вăтам тата сахал тупăшлисен пилĕк кил валли кун пек пĕр пăрăх тата витресем тытмалла пулнă. Иккĕмĕш документ _ "Уложение царя Алексея Михайловича". Унта вут-çулăмпа усă курмалли правилăсем çырса кăтартнă статьясем те пулнă. Асăннă документра вут тĕртнĕшĕн уголовлă яваплăх пăхса хунă. Çỹлерех асăннă пĕрремĕш документа йышăннă кунтан пуçланать те Раççей пушар хуралĕн историйĕ. Унтанпа кăçал 365 çул çитрĕ. Районта пушар хуралĕ йĕркеленсе кайнине 1960 çулхи апрелĕн 13-мĕшĕнче пуçланă хушусен кĕнеки çирĕплетет. Çак кунхи пĕрремĕш хушура районти пушар хурал чаçне шофер должноçне Николай Захарович Кудряшова (Туктамăш çынни) йышăннине çырса хунă. Ăна часть начальникĕ Б.В.Сидоров алă пуснă. Коллектив ултă çынран йĕркеленнĕ. Пушар хурал чаçĕ хальхи Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храм территорийĕнчи кирпĕч çуртра вырнаçнă пулнă. Хĕрлĕ Чутайри 33-мĕш пушар хурал чаçĕн паянхи коллективĕ 19 çынран тăрать. Ăна 2012 çулхи июль уйăхĕнчен тытăнса Александр Наумов ертсе пырать. Кунсăр пуçне асăрхав ĕç-хĕлĕн пайĕнче иккĕн тăрăшаççĕ. Пĕтĕмпе пушар хурал чаçĕн тăватă пушар машини шутланать. Каламасăрах паллă, вут-çулăмпа куçа-куçăн кĕрешесси _ çăмăл ĕç мар. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, хастарлăх, чун çирĕплĕхĕ кирлĕ çак пархатарлă ĕçре. Пушар хурал ĕçченĕсем халăхшăн тăрăшаççĕ, çĕр-çĕр çын пурнăçне, пурлăхне хỹтĕлессишĕн куллен тимлеççĕ. Чылайăшĕ çак ĕçре паха опыт пухнă. Çăмăл мар профессие суйласа илнĕ çамрăксен кунта нумай çул тăрăшакансенчен вĕренмелли пурах. Акă, В.М.Чумурлаев, И.В.Логинов, С.М.Мидаков водительсем тата караул начальникĕ Н.Н.Самышкин пушар хуралĕнче чылай çул тăрăшаççĕ. Çак хушăра вĕсем миçе пушар сỹнтермен-ши, миçе çын пурнăçне çăлса хăварман-ши... Водительсем пушар машинисене яланах юсавлă тытаççĕ, унсăрăн ниепле те май çук. Ку ĕçре кашни çеккунт хаклă-çке. Тепĕр чухне харăсах темиçе çĕрте "хĕрлĕ автан" алхаснă тĕслĕх пулкалать. Пушар машинисемпе талăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче, çанталăкăн хуть те хăш условийĕсенче çула тухма хатĕр пулмалла. Çавăнпа техникăна пысăк тимлĕх кирлĕ. Çакна тĕпе хурса ĕçлесе пыраççĕ те водительсем. Пушар хуралĕнче ĕçлекенсем вут-çулăмпа кĕрешнипе пĕрлех халăха пушар хăрушсăрлăх правилисене ăнлантарассипе тимлеççĕ, ял тăрăхĕсене çитсе унта пурăнакансемпе курнăçаççĕ, шкул ачисемпе тĕл пулса вут-кăварпа шỹтлеме юраманни пирки асăрхаттараççĕ... Акă, пушар хурал чаçĕн начальникĕ А.И.Наумов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал "Кил-çурт-2014" операци вăхăтĕнче 1172 кил хуçалăхне çитсе курнă, апрелĕн 27-мĕшĕ тĕлне пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе 2331 çынна инструктаж панă. Асăрхав ĕç-хĕлĕн пайĕн инспекторĕсем 18 протокол çырнă, вĕсенчен 8-шĕ _ граждансем тĕлĕшпе. Çавăн пекех вут-çулăмпа кĕрешекенсем тăтăшах тĕрлĕ вĕренỹсем йĕркелеççĕ. Акă, январь-апрель уйăхĕсенче район судĕнче, тĕп больницăра, автостанцинче, Хĕрлĕ Чутайри тата Мăн Этменти вăтам шкулсенче, Культурăпа кану центрĕнче, "Хĕвел" тата "Пилеш" ача сачĕсенче вĕренỹсем ирттернĕ. Уяв кунĕ пулнă май, пушар хурал чаçĕнче тимлекенсене, кунта ырми-канми ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене малашнехи пурнăçра ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшỹ сунатпăр. Паянхи куна кăçал районта 15 пушар тухнă (пĕлтĕр ку тапхăрта _ 10), вут-çулăмра 4 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă (2013 ç. _ 1).
Н.МИДАКОВА.