30 апреля 2014 г.
Апрелĕн 22-мĕшĕнче çĕр-шывăн премьер-министрĕ Дмитрий Медведев Патшалăх Думин депутачĕсем умĕнче сăмах илнĕ, Раççейре Наци тỹлев тытăмĕ йĕркелес ыйтăва тепĕр хутчен тăратнă. Асăннă проекта апрелĕн 16-мĕшĕнчех пăхса тухнă. Ун чухне тỹлев тытăмĕн ĕçлекен икĕ варианчĕпе _ Универсаллă электрон карттăпа тата "Ылтăн коронăпа" _ усă курмаллине палăртнă. Наци тỹлев тытăмне Тĕп банк тĕрĕслесе тăрĕ. Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре универсаллă электрон карттă илекенсен хисепĕ ỹссех пырать. Апрелĕн 23-мĕшĕ тĕлне УЭК илме 16 пин ытла çын заявлени тăратнă. Вĕсенчен 7,5 пин çын электрон карттăна алла илнĕ. Универсаллă электрон карттăсем икĕ федераллă хушăмпа çитеççĕ. Кăмăл пулсан карттă çине регионти хушăмсене çыртарма, кĕртме пулать. Тĕслĕхрен, апрелĕн 1-мĕшĕнчен республикăра универсаллă электрон карттăн транспорт хушăмĕ ĕçлет, ăна автомат мелĕпе хушаççĕ. Республикăри маршрутлă таксисенче те универсаллă электрон тата транспорт карттисемпе татăлма пулать.
ЧР Информаци политикин министерстви.