30 апреля 2014 г.
Чăваш Ене Китай Халăх Республикин Аньхой провинцийĕнчен ĕçлĕ визитпа делегаци çитнĕ. Апрелĕн 24-мĕшĕнче хăнасем ЧР Информаци политикин пуçлăхĕпе Валентина Андреевапа тĕл пулнă. "Шупашкара Атăл çи ахахĕ теме йышăннă, Китай ĕнчине вара пĕтĕм тĕнчипех пысăк хак параççĕ: ăна пĕрремĕш хут шăп çавăнта искусственнăй майпа туса илме пуçланă. Пирĕн республикăсене Никита Бичурин çул çỹревçĕ те çыхăнтарса тăрать", _ пĕлтернĕ министр. Хăнасем республикăра пĕрремĕш хут пулнă, кунти тĕлĕнмелле хитре вырăнсемпе паллашнă. Делегаци килнин тĕп тĕллевĕ _ икĕ республикăри телерадиокомпанисене пĕрле хутшăнса ĕçлеттересси. Çак ыйтăва пăхса тухма тĕл пулăва Чăваш Енри малта пыракан радиокомпанисен ертỹçисене чĕннĕ: Александр Магаринпа (Чăваш Ен НТРК-йĕ) Екатерина Канюка ("Чăваш Ен" ПТРК).Икĕ енĕ те пĕр-пĕринчен телерадиопродукци йышăнма хатĕрри паллă пулнă. Ют çĕр-шывран çитнĕ хăнасем Аньхойра пурăнакансене чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, культурипе, политикипе, экономикипе тата пурнăçăн ытти аспекчĕсемпе паллаштарасшăн-мĕн. Кирлĕ килĕшĕве алă пуснă хыççăн республикăсене пысăк ĕç _ тунă проектсемпе программăсене куçарасси _ кĕтет.
ЧР Информаци политикин министерстви.