30 апреля 2014 г.
Юлашки кунсенче вĕрентекенсен шалăвне пĕчĕклетнĕ пирки сас-хура сарăлнă. Март уйăхĕнче ĕç укçине, январь-февраль уйăхĕсенчипе танлаштарсан, пĕчĕкрех илнĕ май учительсем пăшăрханса ỹкнĕ-мĕн. ЧР вĕренỹ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Светлана Петрова çак ыйтăва тĕплĕн уçăмлатса панă. "Педагогсен шалăвне республикăри вăтам ĕç укçипе шайлашуллăн ỹстерсе пырас тĕлĕшпе Раççей Президенчĕ палăртнă тĕллевсене Чăваш Ен туллин пурнăçласа пырать. Пĕрремĕш кварталта ĕç укçине чакарман. Январь-февраль уйăхĕсенче учительсен вăтам ĕç укçи республикăринчен 10 процент пысăкрах пулнă, çавна май март уйăхĕнче пĕрремĕш квартал прогнозĕпе килĕшỹллĕн шутласа панă. Çулталăкăн малтанхи уйăхĕсенче республикăн экономика вăтам ĕç укçин прогноз кăтартăвĕсене тĕплĕн уçăмлатса çитерейменнипе учительсене ытларах тỹлеме тĕв тунă. Шалăва чакарман, саккунра çирĕплетнĕ виçепе шайлаштарнă кăна", _ палăртнă Светлана Владимировна. 2013 çулта учительсен вăтам шалăвне республикăри вăтам ĕç укçин 100 процентне, ача сачĕн педагогĕсенне вĕренỹ тытăмĕнчи вăтам тỹлевĕн 100 процентне, хушма пĕлỹ паракан педагогсенне учительсен вăтам шалăвĕн 75 процентне çитермелле пулнă. Прогноз тăрăх _ кăçалхи пĕрремĕш кварталти республикăри вăтам ĕç укçи _ 19635 тенкĕ. Учительсен 20141 тенкĕпе (103,7 процент), воспитательсен 17756 тенкĕпе (102,3 процент), хушма вĕренỹ учрежденийĕсен педагогĕсен 16323 тенкĕпе (79,9 процент) танлашнă. Пĕлтĕр республикăри вăтам ĕç укçи 19423,8 тенкĕ пулнине шута илсен учительсем умĕнчи тивĕçне патшалăх туллинех пурнăçланă тесе çирĕплетме юрать.
А.ИЗМАН.
Районти педагогика ĕçченĕсен вăтам ĕç укçи 2013 çулта 19923,98 тенкĕпе танлашрĕ (учительсен _ 19783,20 тенкĕ, воспитательсен _ 20953,40 тенкĕ, хушма пĕлỹпе тивĕçтерекен педагогсен _ 15165,2 тенкĕ). 2014 çулхи февральте вăтам шалу 21614,37 тенкĕпе танлашрĕ (учительсен _ 21414,0 тенкĕ, воспитательсен _ 22627,34 тенкĕ, хушма пĕлỹпе тивĕçтерекен педагогсен _ 15822,22 тенкĕ). Кăçалхи март уйăхĕнче педагогсен шалăвĕ кăшт ỹсрĕ _ вăтамран 21750,59 тенке çитрĕ (учительсен _ 21531,87 тенкĕ, воспитательсен _ 23044,06 тенкĕ, хушма пĕлỹпе тивĕçтерекен педагогсен _ 17005,56 тенкĕ).
А.ПОРФИРЬЕВ, вĕренỹ пайĕн начальникĕ.