30 апреля 2014 г.
Май уйăхĕн малтанхи кунĕсенче паллă тăвакан Çуркуннепе ĕç уявĕ çывхарнă май пирĕнтен чылайăшĕ кану кунĕсемпе туллин усă курма тăрăшать. Пĕрисем пахчари ĕçсене пурнăçлама васкаççĕ, теприсем çав хушăрах уяв кĕрекине ларма та вăхăт тупаççĕ. Паллах, ĕçлеме кăна мар, канма та вăхăт тупмалла. Анчах та манăн çакна аса илтерес килет _ уяв кунĕсем салхуллăн ан иртчĕр тесен чи малтанах хăвăрăн парăмсем пуррипе çукки çинчен шухăшлама вăхăт тупăр. Тен, эсир çул-йĕр правилисене пăснăшăн штраф тỹлемен? Тен, алимент парăмĕ пур? Штрафсене вăхăтра тỹлеменшĕн явап тыттармалли чи пĕчĕк виçесем ỹснине кура, парăмçăсене суд приставĕсен районти уйрăмне çитме чĕнсе калатăп. Республика тулашне ĕçлеме тухса çỹрекенсен те парăмсем пулакан. Инçе çула тухсан çул-йĕр хăрушсăрлăх службин инспекторĕсен аллине лекесси те пулать мар-и? Аякка ĕçлеме каякансем çурхи уявсем тĕлне тăван киле таврăнаççĕ. Çавăнпа та çапла калас килет _ канмалли уяв кунĕсем тесе суд приставĕсен уйрăмĕ тĕлĕнчен иртсе ан кайăр. Эпир майăн 1-4-мĕшĕсенче те 8 сехетрен пуçласа 14 сехетчен ĕçлетпĕр. Парăмсене тỹлесе татăр та çывăх çынсемпе пĕрле лăпкăн кăна уяв кунĕсемпе киленĕр. Районти суд приставĕсен пайне ĕçлеме пурнăçлакан суд приставĕ (юридици е экономика аслă пĕлĕвĕ илнĕ çын) тата водитель кирлĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон: 2-11-28.
Э.ОРИНОВ, районти суд приставĕсен пайĕн ертỹçи.