30 апреля 2014 г.
Районти талантлă тата пуçаруллă ачасене пултарулăх ĕç-хĕлне явăçтарас тĕллевпе Ачасен пултарулăх çуртĕнче февраль тата апрель уйăхĕсенче "Çамрăк техник" республика куравĕн районти тапхăрĕ иртрĕ. Муниципаллă турта çĕнтернисен ĕçĕсене республика шайĕнчи конкурса тăратрăмăр. Унти курава 14 районпа хуларан 70 ытла техника моделĕ (станоксем, машинăсем, радиоэлектроникăсем, шутлавпа выляв техники, самолетсемпе вертолетсен, карапсемпе пăрахутсен макечĕсем) хутшăнчĕç. Пысăк ăсталăхпа, çĕнĕлĕхсемпе уйрăлса тăракан экспонатсем хушшинче районти Ачасен пултарулăх çурчĕн "Техника моделированийĕ" пĕрлешĕве çỹрекен Максим Смирновпа Николай Тимофеевăн ĕçĕсем палăрчĕç, "Тытса пымалли тата тытса пыма май çук автомашина моделĕсем" номинацире пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. "Спортпа техника моделированийĕ" номинацире Мăн Этмен шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Алексей Мокеев виççĕмĕш вырăна тивĕçлĕ пулчĕ. Çак шкулта 7-мĕш класра вĕренекен Николай Михайлов çамрăк космонавт "СУ-34 истребитель" самолет макечĕшĕн хавхалантару Дипломне тивĕçрĕ. Ачасене вĕрентекенĕ _ Сергей Марков. Вĕсен ĕçĕсене Шупашкарти трактор историйĕн наукăпа техника музейĕнчи республикăри "Çамрăк техник" куравра курма пулать.
В.КОРАКОВА, Ачасен пултарулăх çурчĕн директорĕ.