30 апреля 2014 г.
1945 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче Берлинри Рейхстаг çине 150-мĕш стрелоксен дивизийĕн разведчикĕсем Егоровпа Кантарий пульăсемпе шăтса пĕтнĕ, юнпа вараланнă Хĕрлĕ Ялава хăпартса çакнă. Германи тĕп хулинче Хĕрлĕ Ялав хăпартса çакас шухăша 1944 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнчи ларура Сталин пĕлтернĕ. Çак шухăша Çар канашĕ те ырланă. Пурин шучĕпе те Рейхстаг çийĕн Ялав вĕлкĕшни нацизма тĕппипех аркатнине пĕлтернĕ. Çавăн чухне СССР патшалăх ялавĕн тĕслĕхне тĕпе хурса кĕске хушăра тăхăр элем (ялав) туса хатĕрленĕ. Малта пыракан виççĕмĕш çарăн шăпах çавăн чухлĕ дивизи шутланнă. Пиллĕкмĕш номерлĕ Ялава, Çĕнтерỹ Ялавне, аслă сержант Иванов ертсе пыракан виçĕ салтакран тăракан ушкăн çĕклесе пынă. Шел пулин те, çуртăн çỹлти хутне хăпарнă чух аслă сержант вилмеллех аманнă. Анчах та çапăçури юлташĕсем хỹтĕленипе Егоров сержантпа Кантарий кĕçĕн сержант Ялава çурт тăррине хăпартма пултарнă. 1945 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче, сĕм каçхине, Рейхстагăн тăрринче Хĕрлĕ Ялав ялкăшма тытăннă. Ун хыççăн тата икĕ ялав çĕкленĕ. Вăл вăхăтра Берлинта вырăнăн-вырăнăн çапăçусем пынă-ха, Рейхстагра та пытанса юлнă тăшмансен ушкăнĕсем персе ларнă.
С.МИХАЙЛОВА.