08 мая 2014 г.
Паян сцена çине такам та тухать. Хăшĕсем сăввисене те хăйсемех çыраççĕ, çеммине те хываççĕ, юррине те шăрантараççĕ. Калăн _ тĕлĕнсе каймалла пултарулăх! Анчах çав "шедеврсенчен" хăшĕсене итлеме тăрсан хырăм тытса ахăлтатасси кăна юлать. "Эп сана юрататăп, эс мана юратмастăн" йышши сăмахсемлĕ, ансат кĕвĕллĕ юрăсене радио-телекуравпа та янăратаççĕ-ха. Анчах, телее, чуна тивекен, тарăн шухăшлă, çепĕç кĕвĕллĕ юрăсем те пур-ха. Вĕсенчен хăшĕсем халăхра анлă сарăлнă пулин те, хăш чух çавсен авторĕсем кам иккенне те пĕлместпĕр. Акă, аса илер-ха Виталий Гордеев хăй вăхăтĕнче шăрантарнă "Ĕмĕр пулăпăр пĕрле" юрра. Е тата Иван Христофоров репертуарĕнчи "Икĕ çăлтăра". Çак тата ытти юррăн авторĕ _ Шупашкар районĕнчи Иккассинчи шкулта 30 çула яхăн музыка учителĕнче ĕçленĕ Анатолий Печников. Ун патĕнче вĕреннĕ ачасем те, тен, хăйсене епле пултаруллă çын вĕрентнине пурте пĕлмен-тĕр. Анатолий Александрович Туктамăш ялĕнче шăп та лăп 60 çул каялла çуралнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче музыкăпа педагогика факультетĕнче пĕлỹ илнĕ. Унтан шăпа ăна Иккассинчи шкула илсе çитерет. Ачасене музыкăна вĕрентнипе пĕрлех Анатолий Печников ялти Культура çуртĕнче "Çăл куç" вокал ансамбльне виçĕ теçетке çул ытла ертсе пырать. Хут купăспа тата баянпа калакансен кружокĕсене те ертсе пынă вăл. Пушă вăхăтра вара Анатолий Печников юрăсем кĕвĕленĕ. Çук-ха, халĕ те кĕвĕлет. Унăн хайлавĕсене республикăри паллă сцена ăстисем шăрантарнине эсир ăнлантăр ĕнтĕ. Çак кунсенче республикăри Наци библиотекинче Анатолий Печниковăн пултарулăх каçĕ иртнĕ. Автор концертĕнче маларах асăннă "Çăл куç" халăх вокал ансамблĕ, Иван Христофоров, Тамара Гурьева, Зоя Лисицына, Рена Грачева, Маргарита Туринке, Лариса Васильева, Владимир Егоров, Ольга Родионова, Светлана Рожкова юрăçсем Анатолий Александрович çырнă юрăсене шăрантарнă.
Таисия ТАШНЕЙ.