08 мая 2014 г.
Хаяр вăрçă çулĕсем _ этемлĕх историйĕшĕн нихăçан та асран тухми вăхăт, вăрăм-вăрăм çул çинче аякран курăнса ларакан чикĕ юпи пек. Ун çине хальхи ăрусем кăна мар, малашнехи çынсем те чарăна-чарăна тăрса пăхĕç, çулсем витĕр мĕн çырăнса юлнине вуласа халăх паттăрлăхĕнчен тĕлĕнĕç. 1941-1945 çулсенчи вăрçăпа çыхăннă аса илỹсем паянхи кун та нумай-нумай çын чĕринче пурăнаççĕ, вĕсем хальхи пекех чĕрĕ, нихăçан манăçми. Хĕрлĕ Чутай салинче Советски урамĕнче пурăнакан Ольга Агашкина (хĕр чухнехи хушамачĕ Эзенкина) тăван ашшĕ вăрçа тухса кайнă чух виçĕ çулта кăна пулнă. Кăмака çинче ларакан хĕр пĕрчи ашшĕ çурăм хыçне кутамкка çакнине курсан: "Атте эсĕ вăрмана мана валли çырла татма каятăн-и?" _ тесе ыйтнă. Унччен куççуль кăларса курман ашшĕ ачана алла илнĕ те: "Вăрмана çырла татма каятăп", _ тенĕ, тỹсеймесĕр чун хурланнипе йĕрсе янă. Ку саманта, паллах, Ольга Ивановна астусах каймасть. Анчах ашшĕ килне аманса таврăннине паянхи пекех астăвать. Йывăр аманнă Иван Семенович килне 1944 çулта икĕ костыльпе килнĕ. Суран тарăна кайнине пула тухтăрсем урине татма та шутланă. Анчах çине тăрса сипленни, çывăх çыннисен юратăвĕ сывалма пулăшнă. Вара Иван Эзенкин 1945 çул пуçламăшĕнче каллех фронта тухса кайнă. Артиллеристсен командирĕ пулнă вăл, вăрçă хирĕнчен пĕр çыру та çырман. Алла ручка тытма майĕ те, вăхăчĕ те пулман пуль. Çапах шанчăка çухатман мăшăрĕ çемйипе ăна чăтăмсăррăн кĕтнĕ, кĕтсе илнех. Вăрçă хыççăн ашшĕ çапăçу вăхăтне аса илсе каласа панине Ольга Ивановна питĕ тимлĕ итленĕ. Хаяр тытăçусене хутшăннă çыннăн каласа памалли пайтах пулнă. Паянхи кун та çав аса илỹсем хĕрĕн чĕринчех упранаççĕ. Чи интереслĕ самантсене вулакансем патне çитерес шухăш пур. Ветеран çулталăк çурă алăк хăлăпне тытса курманни пирки асăннă. Урăхла каласан, çавăн чухлĕ вăхăт кил-çурта кĕрсе курманни те пулнă, çапăçу хирĕнче е окопсенче выртса тăркаланă, çапăçнă. Пĕррехинче вĕсем вăрман чăтлăхĕнче мунча туса лартнă. Тĕтĕмпе тарпа хуралса пăчăхнăскерсен çăвăнса тасалас килнĕ ĕнтĕ. Анчах мунчана канлĕ кĕме тỹр килмен: нимĕçсем вăрман çийĕн тĕтĕм хăпарнине асăрханă та самолетсемпе килсе тапăннă, бомбăсем пăрахма тытăнсан совет салтакĕсем çаппа çарамас тухса чупнă, аран çăлăнса юлнă. Чăваш салтакĕ хăйĕн пĕрремĕш наградине темиçе тăшмана тыткăна илнĕшĕн тивĕçнĕ. Пĕр яла нимĕçсенчен ирĕке кăларнă чух Иван Семенович çĕр пỹрте кĕнĕ. Унта нимĕç офицерĕсем ларнă, совет салтакĕ çухалса каймасăр пуçĕсем çийĕн пăшалтан кĕмсĕртеттернĕ, пистолечĕсене пăрахма ыйтнă. Çакăн пек паттăрла ĕçшĕн Иван Эзенкина Мухтав орденĕ парса чысланă. Сăмах май, районти паттăр ентеш пирки иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче пĕр чăваш çыравçи кĕнекере те çырса кăтартнă. Хула хыççăн хула, ял хыççăн ял ирĕке кăларса пынă совет çарĕ. Германи çĕрĕ çине çитсен пĕр киле кĕнĕ те нимĕç хĕрарăмĕ чĕтресе ларнине курнă. Унччен те пулман юнашарти пỹлĕмре пăшал сасси кĕрлесе кайнă. Унта хĕрарăмăн вăрçăран аманса таврăннă мăшăрĕ хăйне хăй перĕнсе вилнĕ иккен. Вĕлересрен хăраса ỹкнĕ хĕрарăм совет салтакĕсене чĕтрекен аллисемпе черккепе ĕçмелли илсе тухса панă. Пирĕннисем ăна: "Эпир черккепе мар стаканпа ĕçетпĕр", _ тенĕ. Хĕрарăм хăй те ĕçнĕ, унтан: "Русь, капут!" _ тесе кăшкăрса тухса тарма тăнă. Салтаксем ăна тытса чарнă, вĕлермессе пĕлтернĕ, лăплантарнă. Унсăр пуçне килĕнче хĕр ача та пытанса ларнă иккен. Пĕрре çапла лапам пĕр енче фашистсем вырнаçнă, тепĕр енчи çуртра _ хамăрăннисем. Варринче лавкка ларнă. Выçса çитнĕ салтаксем мĕнле те пулин лавккана çитсе килме тĕв тунă. Унта харсăр çын кăна çитме пултарнă. Иван Эзенкин çавăн пек пулнă та. Çурăмĕ çине михĕ хурса, хупланса-пытанкаласа лавккана çитсе ỹкнĕ. Апат-çимĕç, эрех илсе тултарнă хыççăн каялла çула тухнă. Нимĕçсем ăна пăшалтан шăтăртаттарнă кăна, михĕри кĕленчесем ванса пĕтнĕ, çурăмĕ тăрăх эрех юхнă, шинель ала евĕр шăтăк пулса пĕтнĕ _ хăй чĕрĕ юлнă _ пурăнмалли кун-çулĕ пулнă çав. Иван Эзенкин Берлина çитнĕ салтаксенчен пĕри пулнă. Вăл унта питĕ нумай совет салтакĕ пуçне хунине палăртнă, уйрăмах Рейхстага çавăрса илнĕ çĕрте юн нумай тăкăннă. Егоровпа Кантарий умĕн ялав хăпартнă чух темиçе салтакăн пурнăçĕ татăлнă. Рейхстага илнĕ чух Иван Семеновича хăйне те снаряд ванчăкĕ лекнĕ. Сурана бинтпа çыхнă хыççăн вăл каллех çапăçăва кĕнĕ. Тăшмана çĕнтерме çăмăл пулман. Рейхстага пĕтĕмпех илнĕ хыççăн, унта совет çарĕсен тĕп командующийĕ Георгий Жуков çитнĕ, пурне те Бранденбург хапхи патне пухăнма чĕнсе каланă. Анчах вăй-халтан кайнă салтаксенчен нумайăшĕн унта çитме вăйĕсем юлман, Рейхстагăн картлашкисем çинчех пĕр вăранмасăр талăк çывăракансем те пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче тăватă хут аманнă Иван Семенович тăван килне кĕлеткери икĕ снаряд ванчăкĕпе таврăннă, пĕри куç харши тĕлĕнче _ çамкара ларнă, тепри _ мăйра. Çавсемпех вăл 75 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче ветеран халăх хуçалăхне çĕкленĕ çĕре хутшăннă, нумай çĕрте тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕ. Вăрçă ветеранĕн наградăсем нумай пулнă. Хĕрĕ, Ольга Ивановна каласа панă тăрăх, вĕсем халĕ районти халăх музейĕнче упранаççĕ. Паянхи аса илĕвĕсем вара историне хывăнса юласса шанать вăрçă ачи пулнă Ольга Ивановна. А.ДМИТРИЕВА.