08 мая 2014 г.
Пур ĕçчен те паттăр. Кашниех хăйĕн ĕç-хĕлĕпе çут тĕнчене илемлетет. Çакăн пек çынсемпе юнашарах хăйсен пурнăçĕн илемне ыттисене усă курма парнелекенсем те пур. Вĕсен чунĕн илемлĕх паллисем _ тỹрĕ кăмăл, пуян ăс-хакăл, хăйсен пурнăçне Тăван çĕр-шыв ырлăхĕшĕн пама пултарни. Этемĕн асăннă чун илемне пирĕн нумай ентеш Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче, Афганистанра тата ытти çĕр-шывра кăтартнă. Ăçта тата камсем? Хальхи вăхăтчен вĕсене никам та пĕлмен. Истори аталанăвĕн хумĕ вăрттăнлăх грифне çĕтерсен тин вĕсен ячĕсем палăрма пуçларĕç. Сире çав çынсенчен пĕринпе уççăн паллаштарасшăн. Пуйăс вакунĕн картлашкисемпе перрон çине анса тăрсан ăна кăрлач сиввин уçă сывлăшĕ çупăрларĕ. Хăнатар юхан шывĕ çинче ларакан тăван ялĕ Çĕмĕрле станцийĕнчен пайтах аякра. Вăрăм çула парăнтарса паянах çитес. Çапла хавхаланса хулана утрĕ. "Симĕс пасар" тĕлĕнче алă йăтса сасăласа тăракан салтака асăрхасан пĕр водитель машинине чарчĕ. Кабинăра пушă вырăн пулмарĕ. Ирĕксĕрех кузова улăхма тиврĕ. Хăвăрт пыракан машина çинче ларса пыма хĕн. Сивĕ çил пуставран çеç çĕленĕ шинель айĕнчи çан-çурăм ăшшине пĕр шелсĕр хỹтерсе кăларать. Тем вăхăтран кабинăран шаккаса водителе чарăнма ыйтрĕ те анса юлчĕ. Кăштах та пулин ăшăнас тесе пĕр хушă утрĕ-чупрĕ. Унтан каллех хăйне хăваласа çитнĕ машинăна сасăларĕ те малалла ларса кайрĕ. Çапла темиçе машинăпа Хĕрлĕ Чутай салине çитрĕ. Апатланса ăшăнма центрти столовăя кĕчĕ. Шăпах колхоз бухгалтерне тĕл пулчĕ. Лашапа пынă ентешĕ хăйĕнчен хăвармарĕ. Алăк урти урлă каçса пỹрте кĕрсе тăнă Михаил амăшĕпе шăллĕне питĕ тĕлĕнтерчĕ. Кил хуçи: _ Ах, ачам, эсĕ-и ку?! _ теме çеç ĕлкĕрчĕ. Кĕтме те пăрахнă иккен ăна вĕсем. Çапах та шанăçне çухатман. Самантрах çемьен пушă сĕтелĕ тулнăн, телей тĕпелĕ çуталнăн туйăнчĕ вĕсене. Тем вăхăтран кỹрши çитрĕ. Сĕтел хушшине ларчĕç. _ Мĕнле-ха иртрĕ çар хĕсмечĕ? _ кăсăкланчĕç пурте. _ Куратăр, чĕрĕ те сывă, _ пулчĕ унăн хуравĕ. Ĕнерхи салтак çывăрма выртсан ыйхă вĕçнипе нушаланчĕ. Хĕлле тата каçĕ ытла та вăрăм-çке. Иртнĕ ултă çул хушшинче ашшĕ лартнă пỹрт палăрмаллах кивелнĕ. Мачча хăмисене тĕксĕм сăн çапнă. Пỹлĕм ăшшипе çути те сỹнме пуçланă. Кăмака хутма ăшă параслăх çирĕп вутă, çăкăр пĕçерме çăнăх пĕтнĕ. Пỹртпе сарай тăррисенче те çĕрĕшнĕ улăм çеç. Хуçалăхра арçыннăн çирĕп алли çукки куç кĕрет. Çивĕч ăс-тăнлă, аслă пĕлỹ илме ăнтăлакан Санька шăллĕне те пулăшмалла. Михаил тухса кайнă чух килне юлнă çула çитмен ача каччă йышне кĕнĕ. Манман-ха, çара тухса каяс чух салтак ачисемпе пĕрле урай варрине тухса: "Апай, маншăн ан кулян, ларса сăвас ĕнỹ мар. Атте, маншăн ан кулян, кỹлсе тухас лашу мар", _ тесе юрланине Санька хумханса ларса итленине асăрханăччĕ. Шăп çавăн чухне амăшĕ, куçĕ шывланнине палăртма тăрăшмасăр, Михаил аллине патша саманинче çапса кăларнă пĕр тенкĕлĕх хут укçа тыттарса çапла каланăччĕ: _ Ывăлăм, аçу салтакра çỹренĕ чух хăйĕн çумĕнчен çак укçана татман. Эсĕ те упра. Михаил çийĕнчех укçана пиншакĕн шал енне, кăкăр тĕлне, татăк хурса çĕлерĕ. Тен, çав укçа асамлăхĕ ăна ашшĕ килне чĕрĕ пуçпа çавăрса килчĕ? Вăл амăшĕн пилне чĕрĕлĕх парса тăчĕ пулинех. Кам пĕлет?.. Хăй те тĕлĕнет. Сăр тăрăхĕн илемлĕ çут çанталăкне урăх курасса шанманччĕ. Çар ретне те шăпах кăрлач уйăхĕнче тăнăччĕ. Байкал леш енчи çар округне лекрĕ. Çитсенех уйăх хушши Чита облаçĕ урлă иртекен чукун çулăн 77-мĕш разъездĕнче тăчĕç. Пĕррехинче вĕсене Монголи патшалăхĕ çумĕпе тăсăлакан чикĕ хĕррипе вăрăм канав чавма янăччĕ. Михаилăн тăршшĕне _ çичĕ метр, урлăшне _ тăваттă, тарăнăшне икĕ метр чавмалла пулнă. Тупа туманччĕ-ха. Кỹрши вăл ĕçленĕ чух хăйне вырнаçмалăх чавнă шăтăкра пирус туртса ларчĕ. Михаил ĕç пĕтерсе канма кăна ларнăччĕ, хăйне малалла чавма хушнине илтрĕ. _ Хăв та чавăн! _ Пăвса пăрахатăп сана, _ кăшкăрчĕ кỹрши хĕремесленсе. Çакна илтсен Михаил унран хỹтĕленсе аллинчи сапер кĕреçипе уринчен туртса çапнине, лешĕ ахлатса ỹкнине çеç астуса юлчĕ. Суранланнă кỹршине санитари машинипе хăвăрт илсе кайрĕç. Тĕрĕслев Михаил айăплă маррине палăртрĕ. _ Санран чăн-чăн боец пулать, _ тенĕччĕ пĕр лейтенант çав пăтăрмах хыççăн ăна хул пуççинчен лăпкаса. Офицер сăмахĕсем чăнах та юмăç пăхса каланăн çаврăнса килнĕ... Çамрăк салтак малалла вĕренме палăртса хунă. Уйăх иртсен Михаил Агафонов Чита облаçĕнчи чукун çул тĕвви шутланакан Борзя хулинче вырнаçнă кĕçĕн командирсен шкулĕн вĕренекенĕ пулса тăнă. Вĕренỹре пăшалтан персе тĕл тивретессипе палăрнă. Ахальтен мар пулĕ Михаил вун пиллĕк çултах "Ворошиловский стрелок" хисеплĕ ята илнĕ. Инçĕшне чупма та вăй-халĕ çитнĕ, икĕ пăт таякан кире пуканĕсене те икĕ аллипе пĕр харăс çĕртен çĕклесе çỹлелле темиçе хут та тĕртнĕ. Ялта чухнех патварлăхĕпе палăрнă виçĕ çынран пĕри пулнă Михаил. Çулталăк вĕренсен çарпа политика отличникĕ Михаил Агафонов курсант сержант ятне илнĕ. Кĕçĕн командира хĕсмете малалла тăсма çар штабне яраççĕ. Темиçе уйăхран штабăн комендант ротинчен штурмлакан авиаци гарнизонне куçараççĕ. Çав гарнизона Урал, Байкал леш енчи, Тинĕс çумĕнчи çар округĕсенчен çỹллĕшĕпе 167 сантиметртан кая мар, 171 сантиметртан вăрăм мар, сăнĕ-пичĕпе кореецсем евĕрлĕ, ялта çуралса ỹснĕ салтаксене _ çарпа политикăн отличникĕсене _ пин çын пухнă. Пурне те ятарлă медицина комиссийĕ витĕр кăларса çĕрĕшне суйласа илнĕ. Шутлă списока тĕрĕслев витĕр тухнă Утаркасси каччи Михаил Агафонов та лекнĕ. Ыттисене çар округĕсенчи чаçсене каялла янă. Юрăхлисене ятарлă шкула сакăр уйăхлăх вĕренме янă. Занятисене "вилнĕ чух та тăшмана вĕлер" ăнланупа йĕркелесе ирттернĕ. Вĕренỹ тапхăрĕ вĕçлениччен курсантсене пĕр çĕре пухнă. Стена çине тĕнче картти кăларса çакнă та вĕсен малашри тĕллевĕсене чуна витермелле çапла ăнлантарнă: _ Акă, Аньдун, _ тенĕ Корея чиккинче вырнаçнă Китай хули çине кăтартнă май. _ Сирĕн çавăнта çитмелле. Кĕçĕр тухса каймалла. Чикĕ урлă каçма пропуск хатĕр. Питĕ йывăр, çав вăхăтрах питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ заданисене кашнин пĕрре кăна мар пурнăçлама тивĕ. Е паттăр пулатăр, е пуç хуратăр. Тем те пулма пултарать. Енчен лару-тăру питех йывăрлансан пирĕн пĕтĕм гарнизон сирĕн хыççăн пырĕ. Ăнăçу сунатпăр! (Малалли çитес номерсенче).
Лев МЕДВЕДЕВ.