АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăра алкоголизмĕ

08 мая 2014 г.

Европăри специалистсем палăртнă тăрăх демографи лару-тăрăвĕнче алкоголь ăнăçсăрлăхĕн анлăхĕсем ытларах хаяр шĕвек ĕçме кăмăллакан çĕр-шывсенче сарăлнă. Пирĕн çĕр-шывра вара урăхларах япала пулса тухрĕ. Совет Союзĕ вăхăтĕнче халăх сăра ытлашши ĕçмен (пĕр çын пуçне 17-26 литр сăра, çулталăкне). Юлашки 20 çул хушшинче вара Раççейре сăра ĕçесси 380 процент (77 литр) хăпарнă! Ăна кăмăллакансем хушшинче ытларах çамрăксем, хĕрарăмсем, шур эрехрен сăра çине куçнă офис ĕçченĕсем. Сăрари йỹçек тата хăмлари ытти экстрактлă япаласем организма сиенлĕ витĕм кỹреççĕ. Вĕсем психоактивлă хутăшсен категорине кĕреççĕ. Пысăк дозăсенче галлюцинаци пулаять. Çавăн пекех сăрара биогенлă аминсем пур. Вĕсем пуçа ыраттараççĕ, пỹрене амантаççĕ. Сăрара, ун тытăмĕнче алкоголь çук пулсан та, кали ионĕсем чылай, натри _ сахал. Организма вара натри кирлĕ. Кашни кун сăра ĕçекен çын асăннă чирпе нушаланать. Çакă çулталăкранах хăйĕн пирки аса илтерме пултарать, мĕншĕн тесен "симĕс ылтăн" шĕвекĕ çын кĕлеткине, унăн шалти органĕсене хăвăрт амантать: вăл самăрланма е начарланма тытăнать, пит-куç хĕрелме е шыçăнма пуçлать тата ытти те. Асăннă амакпа чирлекен çынсем малтанах врач-терапевт аллине çакланаççĕ, врач-наркологсенчен пăрăнма тăрăшаççĕ вĕсем. Специалист патне вăхăтра кайсан чире çĕнтерме пулать.

С.ИЛЬИНА, психиатр-нарколог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика