08 мая 2014 г.
Районти полици уйрăмĕ республика территорийĕнче телефонпа улталанă тĕслĕхсем тăтăшах пулнине пĕлтернĕччĕ. Халĕ кун пек преступленисем район территорийĕнче те тĕл пулаççĕ. Нумаях пулмасть хамăр район çынни телефонпа улталакансен аллине лекнĕ. Çамрăк арçын автотранспорт хатĕрĕсем сутакан сайтсенчен пĕринче пĕлтерỹсем пăхнă, унăн куç тĕлне усă курнă ют çĕр-шыв автомашини çакланнă. Унăн хакĕ те пысăк пулман. Туянас шухăшлă çамрăк ним тăхтамасăр пĕлтерỹре кăтартнă телефон номерĕпе шăнкăравланă, автомашинăна илес кăмăл пуррине пĕлтернĕ. Телефон тепĕр вĕçĕнчи кăмăллă сасă хăйĕн авто характеристикине илемлетсе каласа панă, транспорта укçа-тенкĕ енчен парăм пулнипе сутасшăн-мĕн. Кĕçех ун патне автомашина туянас шутлисем татах çитме кирлине пĕлтернĕ. Автомашина хуçи çамрăка транспортшăн салук хывсан, ун хакĕн 10 процентне тỹлесен, хăй çитмесĕр сутса ямас тенĕ. Йỹнĕ хакпа автомобиль туянса юлас тесе çамрăк çын ним шухăшламасăрах терминал патне утнă, сутуçă каланă абонент номерĕ çине 35 пин тенкĕ куçарнă. Автомашинăна сутуçă асăннă адреспа (Шупашкар хулине) илме çитсен çамрăк тĕлĕнсех кайнă: алăк хыçĕнчи çын унта ун пеккисем пурăнманнине, никам та транспорт сутманнине пĕлтернĕ. Вăхăт иртсен "пулас автомашина хуçи" ултавçăсен аллине лекнине ăнланнă. Сирĕн абонент номерĕ вылява хутшăнса парне (автомобиль те пулма пултарать) çĕнсе илнине СМС-пĕлтерỹпе е шăнкăравласа пĕлтерни тăтăшах тĕл пулать. Унтан асăннă парнене илес тесен ятарлă номер çине укçа куçарма ыйтаççĕ (çакна комисси тỹлевĕ е пĕр-пĕр тăкак тесе ăнлантараççĕ). Кирлĕ суммăна куçарнă хыççăн палăртнă номерсем хурав памаççĕ е вĕсене никам та тытмасть. Хăш-пĕр чухне телефон тепĕр вĕçĕнчи сасă вăл банк сотрудникĕ пулнине, тĕп компьютера вирус лекнипе е программа пăсăлнипе сирĕн банк картти ĕçлеменнине пĕлтерет. Ун хыççăн банкомат патне кайса ятарлă номер çине шăнкăравлама сĕнет, пĕлтерни тăрăх карттăпа хăш-пĕр ĕçсене пурнăçласа пыма хушать. Калаçу тăрăх банк карттин уйрăм реквизичĕсене (пин-код тата ытти те) пĕлсен укçа-тенкĕне хăйне кирлĕ абонент номерĕ çине куçарать. Хисеплĕ граждансем, сыхă пулăр! Тĕрлĕ тавар, пулăшу, укçа-тенкĕ, парне сĕнекен çынсене (вĕсем хăйсемпе социаллă ĕçчен е ытти учреждени представителĕ пек паллаштарма пултараççĕ) ан ĕненĕр. Банк карттин уйрăм реквизичĕсене никама та ан пĕлтерĕр. Шанчăксăртарах çынсене асăрхасан е ултавла ĕçсем тăвакансем пирки сведенисем пулсан полици уйрăмне çак телефон номерĕсемпе _ 02 е 2-11-02 _ пĕлтерме ыйтатăп.
В.БЕЛОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.