АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерĕве туптанă мăшăр

08 мая 2014 г.

Çĕнтерĕве туптанă мăшăр

Пирĕн мăн асаннепе мăн асатте _ Ксения Михайловнăпа Алексей Романович Куличевсем _ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăнса Çĕнтерĕве туптанă. Паян çывăх çынсем пирĕнпе пĕрле мар пулин те, аса илỹ çăмхине сỹтсе вĕсем çинчен мĕн пĕлнине каласа парас шухăш çуралчĕ. Фронтра пулнă медицина сестри Ксения Михайловна КУЛИЧЕВА (хĕр чухнехи хушамачĕ Михайлова) 1909 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче Турхан ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере сакăр ача _ пилĕк хĕр те виçĕ ывăл _ ỹснĕ. Çĕр пайне арçынсене кăна панăран çемье тырă-пулă çителĕклĕ туса илеймен. Çемье пуçĕ, Михаил Андреевич, Кăрмăша ĕçлеме çỹренĕ, платникра тимлесе укçа ĕçлесе илнĕ. Ксения пĕчĕклех ĕçе хăнăхса ỹснĕ, пиччĕшĕсемпе тата аппăшĕсемпе пĕрле пуянрах çынсем патĕнче ĕçлесе пурăннă, çакăншăн вĕсене апат çитернĕ. Пурнăç йывăр пулнă пулин те, ашшĕ ачисене вĕрентме тăрăшнă. Ялти шкулта тăватă çул вĕреннĕ хыççăн Ксения Хĕрлĕ Чутайра пĕлỹ илнĕ, унтан Чулхулари медицина техникумне вĕренме кĕнĕ. Стипенди илсе тăнă пулин те, укçа çитмен, килтисем те яланах пулăшайман. Чул- хулари чăвашсен ентешлĕхĕ кăштах пулăшнă-ха студентсене, çапах та тăраниччен çиме яланах май килмен. Алла медицина сестрин специальноçне илсен Ксения Çĕмĕрлере ĕçлеме тытăнать. Кунтах вăл Упукушкăнь каччипе Алексей Куличевпа çемье çавăрать. 1939 çулта вĕсен Аза хĕрĕ çуралать. 1940 çулта çамрăк çемье Шупашкара пурăнма куçать. Ксения Михайловна ача-пăча больницинче медсестрара ĕçлеме пуçлать. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистсем совет çĕрĕ çине тапăнса кĕрсен Ксения Куличева, пĕчĕк хĕрне мăшăрĕпе тата няньăпа хăварса, фронта каять. Тĕп фронт йышĕнче Ксения Михайловна аманнисене эвакогоспитальте çăлнă. Эвакогоспиталь пуйăсĕ фронтăн малти позицийĕсене çитсе аманнисене илсе тухнă, вĕсене час-часах нимĕç самолечĕсем тапăннă. Кун пек чухне пуйăс чарăннă, аманнисене вара вакунсенчен илсе тухса вăрман чăтлăхне пытарма тивнĕ. Ржев хули çывăхĕнче те аманнисене сипленĕ Ксения Куличева. Кунта чăвашран 25 медицина ĕçченĕ пулнă. "Вăрçă пуçлансанах никам та вăл нумая пырасса ĕненмен. Пурте Совет Çарĕ тăшмана ик-виç уйăхранах çапса аркатасса шаннă", _ каласа паратчĕ мăн асанне. Анчах та вăрçă чарăнман, фронта çĕнĕрен те çĕнĕ вăйсем кирлĕ пулнă. Ксения Михайловнан мăшăрĕ те фронта тухса каять... Вăрçă вăхăтĕнчи аван службăшăн тата тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Ксения Куличевана орденсемпе тата медальсемпе наградăланă. Вăрçăран вăл лейтенант званийĕпе таврăннă. Вăрçă хыççăн мăн асанне район больницинче инфекци уйрăмĕнче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçленĕ. Анчах ун чухне те ахаль лармастчĕ вăл _ пахчара та, кил-çуртра та хăйне валли ĕç тупатчĕ. Таса та тирпейлĕ, илемлĕ те савăнăçлăскерне пурте юрататчĕç, хисеплетчĕç. Мăн асанне пирĕнтен 86 çула çитсен уйрăлса кайрĕ. Палăртмалла, Михайловсен çичĕ ачи вăрçăра пулнă. Валентин ывăлĕ хыпарсăр çухалнă. Ăна ăçта пытарнине шыранă, анчах халĕ те тупайман... Аслă вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн Алексей Романович КУЛИЧЕВ 1902 çулхи февралĕн 3-мĕшĕнче Упукушкăнь ялĕнче çуралнă. Ашшĕ арманçă пулнăран çемьери виçĕ ачи те ăна арманта пулăшнă. Çав хушăрах пĕлỹ илме те тăрăшнă. Алексей Романович малтанах районти милици уйрăмĕнче тăрăшнă, унтан _ Çĕмĕрле хулинчи Патшалăх банкĕнче. Шăпах çавăн чухне вăл Ксения Михайловнăпа пĕрлешнĕ. Вăрçă пуçлансан Алексей Романовичăн мăшăрĕ хăй ирĕкĕпе вăрçа тухса каять. 1942 çулта Алексей Романовича та çара илеççĕ. Вăл 2-мĕш Белорусси фрончĕ йышне кĕрекен 411-мĕш стрелковăй полкра çапăçнă. 1945 çулта Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн гвардин аслă лейтенантне Алексей Романович Куличева медальпе наградăланă. Çавăн пекех унăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, "Вăрçăри тава тивĕç-лĕ ĕçсемшĕн" медаль пур. Вăрçă пĕтсен Алексей Куличев офицерсен йышĕнче икĕ çул Германире службăра тăнă. 1948 çулта тăван килне таврăнсан Патшалăх банкĕн районти уйрăмĕн управляющийĕнче тăрăшнă. 1951 çулта Куличевсен Геннадий ывăлĕ çуралать. Тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Алексей Романович пĕрре кăна мар медальсене тивĕçнĕ, вăл ĕç ветеранĕ пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан Алексей Куличев пыл хурчĕсене пăхнă, вăрçă çинчен аса илỹсем çырнă. Пĕр полкра службăра тăнисемпе час-часах тĕл пулнă. Мăн асатте 1984 çулта ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Эпир унпа мухтанатпăр, ăна нихăçан та манмастпăр. Палăртмалла, вăрçă вăхăтĕнче Алексей Романовичăн çемйи тылра Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Ашшĕ йывăç йĕлтĕрсемпе кĕреçесем туса фронта ярса панă. 1905 çулта çуралнă Андрей шăллĕ вара 1943 çулта вăрçăра пуçне хунă, ăна Украинăри Харьков облаçĕнчи Соколовка ялĕнче пытарнă. Алексей Романовичпа амăшĕ шăллĕпе ывăлĕн вил тăприйĕ çинче пулса курнă. Çул хыççăн çул иртнĕ май вăрçă ахрăмĕ инçетех кайса пырать. Анчах та пирĕн çав хаяр кунсем, пурнăçĕсене шеллемесĕр çапăçăва хутшăннисем çинчен нихăçан та манмалла мар. Хальхи ăру Çĕнтерĕве туптанă салтаксем умĕнче яланах парăмлă. Çавна май эпир пурнăçри кашни утăмшăн яваплă. А.КУЛИЧЕВА, Хĕрлĕ Чутай.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика