АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çĕр-шыв ывăлĕсем" палăксем умне чечексем хунă

08 мая 2014 г.

Паянхи кун çар çыннисем, офицерсем наци шанчăкĕ пулса тăраççĕ. Çĕр-шыври офицерсен шутĕнче хĕрлĕчутайсем те сахал мар. Вĕсем _ Афган, Чечен вăрçисене хутшăннă гварди подполковникĕ, "Буревестник" комбинат директорĕ Юрий Кудряшов, ЧР тава тивĕçлĕ юрисчĕ Валерий Романов, "ЮИСТ _ Транзит" ТЯО директорĕ Юрий Сапожников, Игорь Почейкинпа Юрий Григорьевский саппасри подполковниксем тата ыттисем. Майăн 6-мĕшĕнче вĕсене, Шупашкартан килнĕ ентешсене, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ăшшăн кĕтсе илнĕ. Çавра сĕтелре вĕсем çĕр-шывпа, тăван халăхпа çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. Ентеш-офицерсем тата районти ветеран-афганецсем Аслă Отечественнăй тата Афганпа Чечен вăрçисенче пуçĕсене хунă салтаксене чысласа лартнă палăксем умне чечек çыххисем хунă. Тĕл пулура Афганистанри тата Чеченри хĕрỹ точкăсенче пулнă ентешсем республикăри ветерансен обществăлла организацийĕсен Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. С.МИХАЙЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика