14 мая 2014 г.
Тури Çĕрпỹкассинчен Аслă Отечественнăй вăрçа 221 çын тухса кайнă, вĕсенчен 90-шĕ фронтра пуçĕсене хунă. Нумайăшĕ вăрçăран сурансемпе тата инвалид пулса таврăннă, çавна май вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ял çыннисем иртнĕ çулта хаяр вăрçăн юлашки паттăр салтакне П.Т.Задонские юлашки çула ăсатрĕç. Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне хỹтĕлесе уйрăммăнах çак ял çыннисем пысăк хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă: Мускаври Çĕнтерỹ Парадне хутшăннă 3 орден кавалерĕ Г.З.Захаров, 3 орден кавалерĕ А.А.Крылов, Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕсем Н.Н.Николаев, А.Т.Задонский, В.И.Каликин, П.А.Алексеев, В.П.Тарасов, Мухтав орден кавалерĕ С.В.Волков. Вăрçа хутшăннă салтаксенчен нумайăшĕ киле таврăнсан та мирлĕ ĕçре пысăк ỹсĕмсем тунипе палăрнă, вĕсен шутĕнче: "Хисеп Палли" орден кавалерĕ В.Г.Герасимов, А.Я.Яковлев _ иккĕшĕ те ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕсем, В.П.Никитин _ Ленин орден кавалерĕ, ЧР тава тивĕçлĕ çыхăну ĕçченĕ, П.Т.Задонский бригадир _ "Хисеп Палли" орден кавалерĕ, К.П.Паденов _ Ял хуçалăх наукисен докторĕ, О.П.Герасимова _ ялти халăх сывлăхне сыхлассипе ырми-канми тăрăшса вăй хунă ĕçчен тата ытти те. Вăй питти арçынсем фронта тухса кайнă пирки колхозра вырăнта тумалли ĕçсен йывăрлăхĕ ватăсемпе салтак арăмĕсен, хĕр упраçăн, вăрçă ачисен черчен хул пуççийĕсем çине тиеннĕ. Вĕсем шартлама сивĕре Сăр юхан шыв хĕррипе окопсем чавнă, вăрман ĕçленĕ, фронта валли тыр-пул çитĕнтернĕ, лаша е вăкăр кỹлсе суха тунă. Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ хатĕрленĕ, урăхла каласан "Пĕтĕмпех фронта, пĕтĕмпех Çĕнтерỹ валли" лозунгпа тăрăшса тимленĕ. Ялта паянхи куна пĕтĕмпе те икĕ тăлăх салтак арăмĕ _ А.Е.Маслова тата М.Е.Ефремова _ пурăнать, 46 вăрçă ачи шутланать. Вăрçă ачисем арканнă çĕр-шыва ура çине тăратма, малалла аталантарма чылай тăрăшса вăй хунă, нумайăшĕ районта та паллă çын пулса тăнă. Вĕсен шутĕнче: М.И.Мурайкина доярка (Ĕçлĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ), Р.А.Максимова бригадир ("Хисеп Палли" орден), Ф.А.Алексеев сутуçă ("Хисеп Палли" орден), Г.С.Яковлев ферма заведующийĕ (Халăхсен туслăхĕн орденĕ), А.Г.Никитина доярка ("Хисеп Палли" орден), Р.Е.Алексеева сутуçă (ЧР тава тивĕçлĕ суту-илỹ ĕçченĕ), В.К.Ксенофонтов (ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ, "Хисеп Палли" орден кавалерĕ). Ял çыннисем Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăнса çĕнтерỹшĕн фронтра пурнăçĕсене шеллемесĕр кĕрешнĕ. Тылра ырми-канми тăрăшнă çынсене те нихăçан та манмаççĕ. Вĕсен ячĕпе ял варринче ятарласа палăк лартнă. Вăрçăра çĕнтернĕренпе 35 çул çитнине халалласа ял урамĕнче лартнă улмуççи, чăрăш аллейисем ешереççĕ. Кашни çулах Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе митинг иртет. Кăçалхи Çĕнтерỹ уявĕ те асра юлмалла, хумхануллă лару-тăрура иртрĕ. Митинга уçса пухăннисене ял тăрăхĕн депутачĕсем Л.В.Медведевпа И.Н.Никифоров, вырăнти шкул директорĕ А.М.Иванов саламларĕç. Шкул ачисем тата ĕç ветеранĕ, вăрçă ачи И.Н.Никифоров палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç. Шкулти çамрăк армеецсем тĕрлĕ командăсене пурнăçласа, стройпа утса, юрăсем юрласа кăтартрĕç. Савăнăçлă митинг шкул ачисен пысăк концерчĕпе вĕçленчĕ. И.Н.НИКИФОРОВ, Хусанушкăнь ял тăрăхĕн депутачĕ.