19 мая 2014 г.
Çак кунсенче редакцине чăваш çыравçи Геннадий Максимов килсе кайрĕ, пире хăйĕн çĕнĕ кĕнекине парнелесе хăварчĕ. "Вăхăта парăнман юрату" кĕнеке Чăваш кĕнеке издательствинчен кăçал пичетленсе тухнă. Унта виçĕ повесть тата калав кĕнĕ. Кирек хăш вăхăтри пулăмсем çинчен çырнă чухне те хайлавсенче çав саманан сывлăшĕпе ỹкерчĕкĕ тапса-курăнса тăмалла. Çакна тĕпе хурса калăплама тăрăшнă та Геннадий Максимов асăннă кĕнекери повесть-калавне. Тĕнчере, Раççейре, Чăваш çĕр-шывĕнче пулса иртнĕ е иртекен ырăпа тỹнтерлĕхсене автор хайлаври сăнарсен, ахаль çынсен, пурнăçĕ витĕр вулакан патне çитерет. Геннадий Аркадьевич Максимов Комсомольски районĕнчи Неркĕçре çуралнă. Литература лаççинче çанă тавăрсах ĕçлет. Унăн "Сталин грамоти", "Çĕрĕллĕ хура кушак", "Танец в ночи" кĕнекисене вулакансем хапăл туса йышăннă. Юлашки иккĕшĕ Чăваш Республикин Наци библиотеки çулсерен ирттерекен "Халăх юратса вулакан кĕнекесем" конкурсра, "Проза" номинацире, республикăра чи нумай сасă пухса пĕрремĕш вырăна тухнă. 2012 çулта эпир вулакансене район хаçачĕн страницисенче Геннадий Максимовăн "Çĕрĕллĕ хура кушак" кĕнекипе паллаштарнăччĕ. Кăçал вара хамăр хаçатра çыравçăн çĕнĕ хайлавĕсене пичетлĕпĕр.