19 мая 2014 г.
Регистраци паллисене вăрланăшăн тăватă çуллăха ирĕксĕр хăварма пултараççĕ. Юлашки çулсенче вăрăсем номерсене тăтăшах вăрлаççĕ: номере пăрса кăлар та хăрамасăрах автомобиль хуçинчен укçа ыйт. Паянхи кун транспорт хатĕрĕсен регистрацийĕн регламентне тỹрлетỹсем кĕртнĕ хыççăн çак бизнес çухалма пуçланă. Халĕ номерсен дубликатне тутарттарма юрать. Çавăн пекех транспорта тепĕр хут регистраци тăвас процедура та ансатланчĕ. Ăна кирек хăш регионта та тума пулать. Номерсене вăрланăшăн вара уголовлă явап кĕтет. Кун пек преступленисене, паллах, пĕччен тумаççĕ: пĕри номерне кăларать, тепри сыхласа тăрать, укçи виççĕмĕшĕн счечĕ çине куçать. Преступление ушкăнпа тăвакансене 300 пин тенкĕ таран штраф пама пултараççĕ е вĕсене 480 сехет таран ĕçлеттереççĕ, е икĕ çул хушши ĕçпе юсантараççĕ, е тăватă çуллăха ирĕксĕр хăвараççĕ. Кун пек преступленисем вăтам йывăррисен шутне кĕреççĕ. Енчен те номере пĕр çын вăрланă пулсан айăплав пĕчĕкрех: вăрăна 200 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттерĕç е 360 сехет ĕçлеттерĕç, е ăна çулталăк хушши ĕçпе юсантарĕç, е тăватă çуллăха ирĕксĕр хăварĕç. "Килĕштерменнипе" çаратнă пулсан 2-5 пин тенкĕ кăларса хума е 15 кунлăх ирĕксĕр юлма тивет. А.АЛЕКСЕЕВА.