19 мая 2014 г.
Социаллă рекламăн пĕтĕм Раççейри V "Çĕнĕлле Пăхни" уçă юбилей конкурсĕ старта тухнă. Конкурса Раççей Федерацийĕнче пурăнакан 14-30 çулхи граждансем хутшăнма пултараççĕ. Çавăн пекех Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлешĕвĕн тата ытти çĕр-шывсенчи çамрăксен те (уйрăм авторсен, коллективсен, пайăр тата юридици сăпачĕсен) кун пек ирĕк пур. Конкурс икĕ номинаципе иртет: социаллă плакат тата видеоролик. Ĕçсем халăха Раççейри социаллă йывăрлăхсемпе тата унта пулса иртекен пулăмсемпе паллаштарма кирлĕ. Конкурс тỹлевсĕр. Заявкăсене конкурсăн регионти оргкомитетне (Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5 çурт, 5 пỹлĕм) 2014 çулхи июнĕн 11-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Тăратмалли документсем: заявка, автор алă пусни кирлĕ (е авторсен ушкăнĕ); диск (ун çинче заявкăн электрон тĕсĕ (dok форматпа), тĕслĕ, официаллă мар, портретлă автор сăн ỹкерчĕкĕ (е авторсен коллективĕн), унăн пысăкăшĕ 300 dpi-тан пĕчĕк пулмалла мар, JPEGỸTIFF форматра, техника ыйтнипе килĕшсе тăракан конкурс ĕçĕ. Информаципе тĕплĕнрех http:ỸỸ твойконкурс.рфỸỸ сайтра тата http:ỸỸvk.comỸỸtvoykonkurs конкурсăн официаллă ушкăнĕнче паллашма пулать. ЧР Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерстви.