19 мая 2014 г.
Ашшĕ-ăмăш хỹттисĕр юлнă, виçĕ ача çуртĕнче тата çичĕ шкул-интернатра пурăнакан 100 ытла тăлăх, çул çитмен çамрăк "Ачалăх çăлтăрĕсем" республикăри ачасен пултарулăх фестивалĕн финалне хутшăннă. Çамрăк талантсене Çĕмĕрлери Ачасен пултарулăх çурчĕ йышăннă. Ачасем тĕрлĕ концерт номерĕсемпе "Вокал", "Ташă", "Илемлĕ сăмах", "Оригиналлă жанр" номинацисенче тупăшнă. Уйрăмах куракансене Пăрачкаври ача çуртĕнче, Саланчăкри, Кỹкеçри, Çĕрпỹри шкул-интернатсенче пурăнакансен ташă номерĕсем, Çĕмĕрлери "Елочка" тата Пăрачкаври ача çурчĕсенчи çамрăксен спектаклĕсем нумайлăха асра юлнă. Çавăн пекех Калининти шкул-интернатра тата Шупашкарти ача çуртĕнче пурăнакансен инструментпа выляканĕсем килĕшнĕ. Чи лайăх номерсене июнĕн 11-12-мĕшĕсенче иртекен округри "Ачалăх çăлтăрĕсем" фестивалĕнче Ульяновск хулинче кăтартĕç. Аса илтеретпĕр, фестиваль Атăлçи федераци округĕнчи ача çурчĕсене пулăшас тата çамрăксен пултарулăхне аталантарас тĕллевпе иртекен "Ачалăха тавăрасси" обществăлла проектпа килĕшỹллĕн пулса пырать. А.ДМИТРИЕВА.