АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕр ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ

19 мая 2014 г.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕр ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ

Майăн 13-мĕшĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе пирĕн районта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулчĕ, çуркуннехи уй-хир ĕçĕсемпе паллашрĕ. Малтанах Михаил Васильевич тата ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров "Нива" ЯХПК-н кукуруз акма хатĕрленĕ çĕр лаптăкне пăхса çаврăнчĕç. Хуçалăх асăннă культурăпа пĕрремĕш çул ĕçлемест, ăна кунта çак кунсенче акма тытăнасшăн. "Уй-хир патша майри" 80 гектар йышăнĕ. Унсăр пуçне 20 гектар горчица акасшăн. Владимир Мурайкин каланă тăрăх, çанталăк лайăх тăрсан тата техника аван ĕçлесен ака ĕçĕсем виçĕ кунран ытлашши пыма кирлĕ мар. Паха ял хуçалăх культуринчен ку хуçалăх кашни çулах выльăх-чĕрлĕх валли силос хатĕрлет. Тĕшĕлесе илесси пирки сăмах çук, çакна валли ятарлă типĕтмелли хатĕр кирлĕ. Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене вара "Нива" хуçалăх пуринчен малтан акса пĕтерчĕ _ 105 процент (597 гектар) таран, вăл шутра тĕш тырă _ 123 гектар, урпа _ 288 гектар, сĕлĕ _ 186 гектар. Республика Пуçлăхĕ Тралькасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен Елена Лаврентьеваран килти хуçалăхсенче мĕн чухлĕ выльăх усранине ыйтса пĕлчĕ. Шел те, кĕтỹ çултан-çул пĕчĕкленсе пырать. Сăлтавĕ _ ялсем ватăлнинче. Çамрăксем хулана пурăнма куçаççĕ. Килти хуçалăхсемшĕн сутлăх сĕт хакĕ Тралькасси ял тăрăхĕнче 14 тенкĕ таран чакнă. Продукци мĕншĕн йỹнелет? Михаил Игнатьев ыйтăва тĕплĕн тĕпчерĕ. Унтан çул районта малта пыракан "Коминтерн" ЯХПК-на выртрĕ. Хуçалăх ертỹçи Альбина Новикова пĕлтернĕ тăрăх, çурхи культурăсене 1073 гектар акма палăртнă, тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне тăпрана 965 гектар çинче вăрăнтарнă. Ака вĕçленсе пырать, çак кун тĕлне çуртрисене 80 гектара яхăн, пĕр çул ỹсекен курăксене 200 гектар, кукуруз (силос валли) 70 гектар акмалли юлнă. Ĕçе хăвăртлатма хăш-пĕр уйсенче çĕр пĕр пек пиçсе çитменни чарать. Хуçалăх темиçе çул ĕнтĕ кукуруз ỹстерет. Экспериментлă майпа кунта кукурузăн 25 сортне тата судан курăкне акаççĕ. Кукуруз уйĕ вара пĕтĕмпе 270 гектар йышăнĕ. Атнарсем ку культурăран кашни çулах лайăх тухăç илеççĕ. Иртнĕ çул пĕрремĕш хут кукуруз тĕшĕлесе илнĕ. Çакна валли вĕсен майĕсем çителĕклĕ. Унсăр пуçне хуçалăх çултан-çул пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе пырать. Çавăнпах, районти ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан, унăн акса илмелли лаптăк чи пысăкки. Апла пулин те республика Пуçлăхĕ ЯХПК ертỹçинчен акакан-сухалакан лаптăка татах пысăклатма ыйтрĕ. Альбина Новикова шухăшласа пăхăпăр терĕ. _ Хĕрлĕчутайсен сухаламан çĕр мĕн чухлĕ? _ кăсăкланчĕ Михаил Игнатьев. "Пилĕк пин гектар", _ хуравларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров. "Çакăн чухлĕ лаптăка эсир мĕнле майпа пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн?" _ пĕлесшĕн пулчĕ Михаил Васильевич. Александр Викторович сакăр фермер хуçалăх никĕслеме бизнес-план хатĕрленине, вĕсем пушă выртакан çĕрсене сухаласа ял хуçалăх культурисем акма тĕллев лартнине пĕлтерчĕ. Республика Пуçлăхне унăн хуравĕ тивĕçтермерĕ, пушă выртакан мĕн пур лаптăка пусă çаврăнăшне кĕртмеллине аса илтерчĕ. Чăн та, районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем ĕçе пĕрле тытăнса çум курăк хуплакан мĕн пур çĕре сухаласан çеç çивĕч ыйтăва татса пама пулĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хуçалăхăн механизаторĕсемпе те тĕл пулчĕ. Вĕсем хăйсен сăмахĕнче уй-хир ĕçĕсене пысăк кăмăлпа хутшăннине, пурте тухăçа пĕлтĕрхинчен ытларах пуçтарса илес шанчăкпа ĕçленине пĕлтерчĕç. _ Паян эсир çĕр ĕçĕ çăмăлах маррине аван чухлатăр. Хăвăр çине илнĕ яваплăха чунтан тăрăшса пурнăçласа пыни сисĕнет, _ терĕ ĕçлĕ çул çỹревĕн ĕçне пĕтĕмлетсе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çавăн пекех Михаил Игнатьев çĕр ĕçченĕсен 30 çул каяллахи пек мар, хальхи пурнăç, экономика саккунĕсем ыйтнă пек, çĕнĕлле, тăкаксăр ĕçлемелли майсем тупмаллине палăртрĕ. _ Ял çынни пахчара ĕçлеме, выльăх-чĕрлĕх тытма пăрахсан мĕн тума пуçлать? Ĕçме. Апла ан пултăр тесен ял çыннин ял хуçалăхне малалла аталантарса пымалла... _ терĕ Михаил Васильевич. Г.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика