АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьепе тачă çыхăнура

21 мая 2014 г.

"Пилеш" ача садĕнче ачасене воспитани парас ĕçре çемьепе тачă çыхăну тытасси тĕп вырăнта тăрать. Вĕренỹ çулĕ тăршшĕпех кунта ашшĕ-амăш пухăвĕсем, çавра сĕтелсем, пĕрлехи кану кунĕсемпе уявсем, консультацисем, куравсем иртрĕç. Вĕренỹ çулĕ пуçламăшĕнче кашни ушкăнра воспитательсем ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса ачасемпе мĕнле ĕçлеме палăртни çинчен калаçрĕç. Ача садĕнче юсав ĕçĕсем тума пулăшнă ашшĕ-амăшне тав сăмахĕ каларĕç. Октябрь уйăхĕнче "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса ача садĕнче "Çемье тата сывă пурнăç йĕрки" ятпа пуху иртрĕ. Ача садне çỹрекен ачасенчен 75 проценчĕ çамрăк çемьесенче ỹсет. Лариса Васькова аслă воспитатель аслисен тĕслĕхĕ ачасемшĕн чи витĕмли пулнине палăртрĕ, Надежда Печникова педагог-психолог ачасен сывлăхне упрама пулăшакан сĕнỹсемпе паллаштарчĕ. Татьяна Карпова заведующи вара пухăва пĕтĕмлетсе йĕркелỹ ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Ноябрьте ача садĕнче Амăшĕн кунне халалласа "Аннесене пулăшатпăр" ятпа сăн ỹкерчĕксен куравне йĕркелерĕç. Май уйăхĕнче паллă тăвакан Çемье кунĕнче те "Пирĕн туслă çемье" ятпа сăн ỹкерчĕксен куравĕ уçăлчĕ. Çакă тата ачасем аслисемпе пĕрле "Атте, анне тата эпĕ _ спорт çемйи" ятпа иртнĕ спорт уявне хутшăнни пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Ашшĕ-амăшĕ çакăн пек мероприятисене тăтăшах йĕркелемеллине, унта хаваспах хутшăнассине палăртрĕ. Хальхи саккунпа килĕшỹллĕн "Пилеш" ача садĕнче ачисене килте воспитани паракан ашшĕ-амăшне пулăшу паракан Консультаци пункчĕ те ĕçлет. Специалистсемпе воспитательсем çакăн пек ачасен ашшĕ-амăшĕпе лекцисемпе семинарсем, тренингсем, Уçă алăксен кунĕсем ирттереççĕ, вĕсене садикре иртекен мероприятисене йыхравлаççĕ. Ача садне ертсе пыракан тытăмра та _ Управлени Канашĕнче _ ашшĕ-амăшĕ пур, вĕсем тỹлевсĕр ĕçлеççĕ. А.КАРПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика